Чăваш юрри чуна çĕклет, чăваш тумĕ куçа илĕртет

Чăваш юрри чун уççи пулни, чăваш тумĕ чăваш халăхĕн пысăк пуянлăхĕ пулни каламасăрах паллă, çак пуянлăха Мăкăрсем тепĕр хут курса хакларĕç, хавхаланчĕç.
Çĕнĕ çулта Мăкăрсен кăмăлне çĕклеме чăваш эстрада çăлтăрĕсем çитрĕç: Людмила Семенова, Иван Христофоров тата Кирилл Рыбаков. Çĕнĕ хаваслă юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç, çĕнĕçула халалланă концерт программине «Туслăх» фольклор ушкăнĕн юрри-ташшисем те илемлетрĕç. Чакаçри вǎтам шкулта пěлÿ илекен хěрсем: Иванова Полина, Иванова Кристина, Николаева Алиса тата Григорьева Светлана, хǎйсен илемлě чǎваш ташшипе куракансене тыткǎнларěç.
Селĕм юрăсем, чăвашăн илемлĕ тумĕсем кашни кураканăн чĕринче ырă туйăмсем çуратрĕç. Тараватлă ял халăхĕ кашни юрăçа ăшшăн кĕтсе илсе çепĕç алă çуппипе тав турĕ, хавхалантарчĕ.
Юрăçсем ырлăх ани çинче ырă вăрлăх акса хăварчĕç. Мăкăрсем ăна малалла ăшпиллĕхпе пăхса çитĕнтерессе, ырă ĕçсене малалла çирĕп утăмсем туса пурнăçласса çирĕп шанас килет.
Çĕнĕ çул ырă ĕçсен çулталăкĕ пултăр.