Çӗнӗ çул уявӗ – Хӗл мучи сӑйлавӗ

Кашни килтех, ял-хулара Çӗнӗ çула хатӗрленеççӗ. Ватти те, вӗтти те – пурте уява чӑтӑмсӑррӑн кӗтеççӗ. Тӗрлӗ капӑрлӑхпа ялкӑшакан чӑрӑш, хитре çи-пуç, илемлӗ сӑн-пит, парнесем, ытам тулли кучченеç – çакӑ пӗтӗмпех Çӗнӗ çулпа çыхӑннӑ.
Раштавӑн 31-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗ илӗртӳллӗ кӗвӗ-çемӗпе тулчӗ. «Енӗшсем» театр ушкӑнне çӳрекенсем ял-йыша шӳтсемпе савӑнтарчӗç. Хӗл мучипе Юр пике асамлӑх тӗнчине йыхӑрчӗç, тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа кӑмӑла çӗклерӗç. Лотерей вылявӗ те пулчӗ уявра.