Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«Анне, сана юратса…» уяв концерчĕ

«Анне, сана юратса…» уяв концерчĕ

Чакаçри культура çуртĕнче  çĕр çинчи чи хаклă та çывăх çыннăмăрсене – Аннесене сума суса савăнăçлă уяв концерчĕ иртрĕ.  Концерта  хутшăнакансем мĕнпур аннесене ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.

Концерт программинче юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕç  «Çăлкуç» ушкăн хĕрĕсем, ташă хыççăн ташă парнелерĕç Чакаç вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем.

Кашни номере тӑвӑллӑн алӑ çупрĕç куракансем. Вырӑсла та,  чӑвашла та юрӑсем чĕрĕ сасӑпа янӑрарĕç  уяв программинче. Аннесене  Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.М.Иванов чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каласа саламларĕ, «Çăлкуç» ушкăна ял халăхне савăнтарнăшăн  тав турĕ, ӑнӑçу сунчĕ.

Уявран килелле тулли кӑмӑлпа саланчĕç Аннесем.

Фоторепортаж

Чагасьское сельское поселение Канашского района



26 ноября 2019
15:03
Поделиться