Елчěк районěнчи ачасем Çеçпěл Мишши музейěнче пулчĕç
Çеçпěл Мишши пурнăçěпе пултарулăхěпе тата унпа çыхăннă паллă вырăнсемпе паллаштарас, поэт сăввисене тата ăна халалласа çырнă сăвăсене вулас, Çеçпěл Мишшине сума сăвас, ун çинчен татах та нумай тěпчесе пěлес тěллевпе Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулти 5-мěш класра вěренекенсем чÿк уйăхěн 15-мěшěнче Канаш районěнчи Çеçпěл Мишши музейěнче тата Çеçпěл ялěнчи шкулта пулчěç. Ачасем поэт пурнăçě епле иртни çинчен музей ертÿçи Ирина Геннадьевна каласа панине итлерěç, поэт пурăннă вăхăтри ěç хатěрěсемпе, кěпе-тумтирěпе паллашрěç.Чылай çěнни пěлчěç.
Çеçпěл Мишши хăй килěштернě Анастасия Червякова патне çырнă çырăвěсене те курчěç. Музея хăйсем ăсталанă парнепе тата ÿкерчěкпе чысларěç, Çеçпěл Мишши çырнă сăвăсене вуларěç.
Мěн курни-илтни нумайлăха асра юлě, вěренекенсене хавхалантарса пырě.
Сеспельское сельское поселение Канашского района