Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Юхтăр юрă, ян янратăр

Юхтăр юрă, ян янратăр

Чĕререн  шăранакан   чăваш  юррисем
                                                              Кĕмĕлтен  те хаклăрах   пулчĕç   паян .

       Чăваш    Ен    тĕп   хулипе     паллашса,    ырă   улшăнусемпе    савăнма, тус-   тăвансемпе    курса   калаçса    чуна    йăпатма,   чĕререн      тухакан   сăвă-юрă,   ташăсемпе    савăнтарма,    туслăх   кĕперне   çирĕплетме,    малашлăх   хунарне     çутса    пурнăç  сукмакĕпе    çирĕп    утма   çакăн  пек   тĕллевпе   черетлĕ      çула   тухрĕ     Мăкăр   ялĕнчи  «Туслăх»  ушкăн   (ертÿçи  Вероника   Иванова)  ытарайми   шур   Шупашкара. Трактор   тăвакансен  керменĕнче    чăвашсен   юратнă    юрăçин     Людмила   Семеновăн   черетлĕ    уяв   каçĕ    иртрĕ. 

  Мăкăрсем   яланхиллех    кĕтнĕ   хăнасем   пулчĕç.  Чĕререн   шăранса   тухакан    чăваш   юррисем   çак  асамлă   каç   кĕмĕлрен   те   хаклăрах  пулчĕç. Тав   сире   ырă  ĕçсемшĕн.  Акă  ăçта   упрăнать  чăвашлăх    тымарĕ -  ялта,  чĕрĕ   сасăпа   юрлатăр.  Малашне  те   тăрăшăр   ачăрсемпе   мăнукăрсене   çак  илемлĕ     юратăва   парнелĕр, тăван   чĕлхе   пуриншĕн   те    паха    пултăр.  Чăвашлăха   пĕрле   упрар,   вăл   хаклă   мула.   Уяв    каçне   пухăнакансем -  чăвашлăхшăн    çунакансем.   юратса   та  хисеплесе,   ырă   сунса   «Туслǎх»   пикисене   чĕрĕ   чечек   çыххисем   парнелерĕç,  сцена   çине   тухса    ăшă   сăмахсем   каларĕç.
  Весен  шутĕнчен   пěри   уяв   каçĕн    хуçи    Людмила   Семенова   та     «Туслǎх»   ушкăна   уйрăмăн   тав  турĕ   куракансен   умĕнче.  Уяв  каçĕнче   куракансем   илемлĕ    чăваш   тумĕсене   те  курса    киленчĕç.   Çамрăк   ăру   тата    мĕнле   савăнчĕ.
Чакаçри    вăтам   шкулта   аслă  классенче   пĕлÿ    пухакан    мал    ĕмĕтлĕ   пикесем: Григорьева   Света,     Иванова    Полина   тата    Иванова    Кристина   та   пысăк   сумлă    уява   хутшăнчĕç,  селĕм   ташăпа    савантарчĕç.  Вĕсенче -  çитĕнекен    ăрун    пуласлăх    шăнăре.  Ташăсене    хатĕрлекен -   Алиса    Николаева. 

«Туслǎх»   ушкăн   ертÿçине    Вероника   Ивановнана    уйрăмах  чăваш  фольклорне    аталантарас    тата   пуянлатас     ĕçре    çирĕп    сывлăх,  хавхалану    сунатпăр.   Áнăçу   пултăр    çулсерен,   вăй   хал   хутшăнтăр   кунсерен!!!

Чагасьское сельское поселение Канашского района



02 ноября 2019
08:51
Поделиться