Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ВĔРЕНТЕКЕНĔСЕМ ÇЕÇПĔЛ ÇУРАЛНĂ ТĂРĂХРА ЭКСКУРСИРЕ ПУЛЧĔÇ

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ВĔРЕНТЕКЕНĔСЕМ ÇЕÇПĔЛ ÇУРАЛНĂ ТĂРĂХРА ЭКСКУРСИРЕ ПУЛЧĔÇ

Кăçал 2019 çулхи чÿк уйăхĕнче паллă чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Çавна май Йĕпреç районĕнчи чăваш чĕлхи  вĕрентекенĕсем Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче пулчĕç. Чи малтанах Çеçпĕл музейне çул тытрĕç. Музей ĕçченĕсем ăшă кăмалпа кĕтсе илчĕç. Кунта Çеçпĕл ачалăхĕнчен пуçласа Шăхасан, Теччĕ, Шупашкар, Крым, Киев, Остер тапхăрĕсенчи пурнăçĕпе паллашрĕç .Çеçпĕл Мишши яланах çынсене йывăрлăхра пулăшма тăрăшнă, пурнăçри тĕрĕсмарлăха питленĕ. Çавăнпах пулĕ ăна такăнтаракансем те нумай пулнă. Чăваш çĕр-шывĕ, чăваш чĕлхи хăюллăн вăранасса, кăвар кайăкла тапранасса кĕтнĕ. Хальхи вăхăтра Çеçпĕл каланă сăмахсем питех тÿрре килеççĕ, шухăша яраççĕ. Чăваш чĕлхине малалла аталантармалла, упраса хăвармалла. Пурте пĕрле Çеçпĕл палăкĕ умĕнче сăвăсем вуларĕç тата вăл пурăннă вырăнсене çитсе курчĕç.  Çулçÿрев  усăллă иртрĕ.

Фоторепортаж

Сеспельское сельское поселение Канашского района



22 октября 2019
17:01
Поделиться