«Енӗшсем» шуркассисене концертпа савӑнтарчӗç

Вӑрман Енӗш клубӗ çумӗнчи «Енӗшсем» фольклор тата театр ушкӑнӗсем юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шуркассинче концертпа пулчӗç. Ял-йыш хӑнасене ӑшшӑн йышӑнчӗ, кашни номер хыççӑнах тӑвӑллӑн алӑ çупса хавхалантарчӗ..
Театр çулталӑкӗ пулнӑ май программӑра тӗрлӗ шӳг, мыскара, юптару нумай. «Хусан хӗрӗ Хуанита» камит те куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Илемлӗ кӗвӗ-çемӗ, халӑх юрри-ташши кашнинех тыткӑна илчӗ. «Эсӗ сар хӗвел пулсан», «Кӑрчама», «Мана карчӑк ӳпкелет», «Упӑшкана юрас тесе», «Упра мӑшӑрна» юрӑсене уйрӑмах килӗштерчӗç шуркассисем. Икӗ сехет сисӗнмесӗрех иртрӗ. Хӑнасем те, куракансем те çӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмпа саланчӗç клубран.
Ямашевское сельское поселение Канашского района