Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

"Пирĕн Çеçпĕл” фестиваль

 Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче районта кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул  çитнине халалланă район шкул ачисен IV ,,Пирĕн Çеçпĕл” фестиваль иртрĕ.

    Фестиваль майĕпе 4 конкурс пулчĕ: ,,Чĕрем, сик хăюллăн, хавассăн, хăюлăх юрри кĕвĕле...” (5-11 класс ачисем хăйсем çырнă пĕр сăвва илемлĕ вулани (Александрова Ксения (6)), ,,Çеçпĕл Мишши хайлавне пăхмасăр илемлĕ калани” (5-11 класс ачисем валли (Нилова Татьяна (9)), ,,Чăваш сăвăçисен хайлавĕсене пăхмасăр илемлĕ калани” (Георгиева Софья (10) тата ,,Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарăлăхĕ” литература викторини (Петрова Виктория (9). Уявра пирĕн шкул ачисем те хутшăнчĕç.

    Литература викторининче Петрова Виктория 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Уява хутшăнса вырăн йышăннă Викăна чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.

МБОУ «Среднекибечская СОШ» Канашского района



18 октября 2019
08:24
Поделиться