Уяв ячĕпе сире, хисеплĕ вĕрентекенсем!

Октябрĕн 5-мĕшĕнче çулленех тĕнчери 100 ытла çĕр-шывра Учитель кунне паллă тăваççĕ, 1994 çултан вара ăна Пĕтĕм тĕнчери учитель кунĕ тесе çирĕплетнĕ. Учитель кунĕ — вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакан мĕн пур ĕçченсен профессиллĕ уявĕ: педагогсен, преподавательсен, психологсен, социаллă педагогсен, хушма вĕрентÿре вăй хуракансен.
Кашни çыннăн кун-çулĕнче хăйĕн Вĕрентекенĕ пур. Вăл ăна пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех, пурнăçа та вĕрентет. Вĕренекенсемшĕн вăхăтне те, вăй-халне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемест.
Учитель кунне халалласа Чакаçри вăтам шкулта савăнăçлă уяв иртрĕ. Шкул ачисем хăйсен юратнă вĕрентекенĕсене илемлĕ юрă-ташăсем, сăвă-хайлавсем, чечек çыххисем парнелерĕç. Чакаçри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» ушкăн та учительсене саламларĕ. Ушкăн ертÿçи С.Васильева ăшă сăмахсем каласа çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, лайăх кăмăл-туйăм сунчĕ. Вĕсене тимлĕхшĕн, тăрăшулăхшăн, чăтăмлăхшăн, ачасене яланах пулăшма хатĕрришĕн тав турĕ.
«Çăлкуç» ушкăна юрлама çÿрекен педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Д.Павлова та учительсене уяв ячĕпе саламларĕ.
Вăхăт тата пурнăç епле улшăнсан та, пирĕн обществăра педагог ĕçĕ яланах хисепре пулнă, малашне те çаплах пулĕ. Учитель нумай чухне хăйĕн вĕренекенĕсен ăнăçлăхĕпе çитĕнĕвне, вĕсен пурнăçĕн çул-йĕрне, пулас профессине татса парать-çке. Çавăнпа юратнă педагогсем, пире ырăлăх сунакан çынсем евĕр, яланлăхах пирĕн асра юлаççĕ.