«Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»

Юпа уйăхĕн 1 – числинче Канаш районне кĕрекен Малтипиттикаси ялĕнчи клубра «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ (илемлěх ертÿçи Константинова Людмила Николаевна) юрă - ташăпа савăнтарчĕ халăха. Ямашри активистсем, чи шухӑ каччисемпе хĕрĕсем: Краснов Аркадий, Харитонов Владимир, Харитонова Галина, Максимова Галина, Краснова Зоя, Фёдорова Ольга юрă хыҫҫăн юрă шăрантарчĕҫ.
Çамрăклăх пĕрре килет,
Ватлăх та çапла килет.
Пурнăç çулĕ вăрăм тет.
Ĕмĕрсемĕр тĕрлĕ тет.
Ямаш ял - тӑрӑхӗн пуçлӑхӗ Аристархова Т.В. Малтипиттикасси ҫыннисене ӑшшӑн саламларӗ, тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста алăллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн, сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр, ял пурнӑçне хастар хутшӑннӑшӑн тав турӗ, ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм кун - çул сунчӗ ватăсене.
Кукамайсемпе кукаçисене, асаннесемпе асаттесене, кинемейсемпе мучисемне ватисен уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕҫ, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунса саламларĕ «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ. «Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»,- тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен. Маттур Малтипиттикасси ҫыннисем, артистсемпе пӗрле чун килениччен юрласа - ташласа савӑнчӗҫ.