«Ырă сунса кĕтсе илчĕç: чăн чăваш юррисемпе киленчĕç, савăнăç куççулĕпе ăсатрĕç...»

Нумаях пулмасть çĕнĕ Юнтапасен культура çурчĕ нихçанхинчен çутǎрах ялкăшса çуталса ларчĕ, хаклă хăнасене кĕтрĕ.
Тимлĕ волонтерсем (Федорова Валентина Михайловна, Ананьев Михаил Михайлович тата унăн мăшăрĕ Людмила) хăнасене кĕтсе культура çуртне çуса тасатса тирпей-илем кĕртрĕç, ял-йыша, куракансене, кашни урама çитсе юрăсем юрласах йыхравларĕç.
Тахçантанпах кĕтнĕ хаклă хăнасен шутĕнче ку хутĕнче Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Вероника Иванова) пулчĕ.
Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Мăкăрсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, хаваслă кăмăл парнелерĕç, чăваш халăхĕн иксĕлми пуянлăхне кăтартма тăрăшрĕç.
Концерт программи пуян пулчĕ: чăваш эстрада юррисем, пурнăçран илнĕ шÿтлĕ сценкǎсем, такмаксемпе юптарусем, чǎваш тата хĕвелтухăç ташшисем, сюита, хальхи тата авалхи чăваш юррисем, юрă саламĕсем тата ытти те. Сăвă-юрă, ташă урлă артистсем Мăкăр енпе те паллаштарчĕç.
Куракансем вара кашни артиста ăшшǎн алǎ çупса хавхалантарчěç: пěлекен юрǎсене пěрле юрларěç, чǎваш халǎхěн ырǎ йǎли-йěркисемпе паллашрчěç.
Уяв каçĕ хаваслă та интереслĕ, туслă ушкăнра иртрĕ.
Залра нихçанхинчен çурхи ăшă кăмăл хуçаланчĕ. Куракансен мăшăр куçĕсем хаваслăхпа тулса çиçрĕç, чун-чĕрере çепĕç туйăм вылярĕ.
Çĕнĕ Юнтапасемшĕн те, Мăкăрсемшĕн те çак каç чăн-чăн чун-чĕре уявĕ пулчĕ. Тǎван сăмах, чǎваш кĕвви-çемми уççăн та мăнаçлăн янăрарě. Çак каç Çĕнĕ Юнтапасене туслăх тĕнчине, тăванлǎх кĕрекине йыхăрса ырă кун-çул, иксĕлми телей сунчěç.
Уяв каçĕ нумайлăха асра юлĕ. Çĕнĕ Юнтапасем чун каничченех «Туслăх» ушкăн шăрантаракан селĕм юрă-ташă ытамĕнче пулчĕç, капăр тумсемпе киленчĕç, хăнасене техĕмлĕ чейпе сăйларĕç, творчествăра малашне те халăхшăн ырă ĕç тума ăнăçупа çитĕнÿ сунчĕç. Çĕнĕ ырă куна ырларĕç. Çутă малашлăха шанса çунат сарчĕç.
Концерт вĕçленсен те киле саланма васкамарĕç Çĕнĕ Юнтапасем. Кĕмĕл купăс сассипе туслăх картине тăрса «Туслăх» ушкăн пикисемпе яшĕсемпе пĕрле такмакласах юрласа ташларĕç.
Концерт курма килнĕ халăх хавас çĕкленÿллĕ кăмăлпа килĕсене саланчĕ. «Концерт питĕ килĕшрĕ, татах та килĕр, чун-чĕре уявĕ парнелĕр!!»
Куракансем те парăмра юлмарĕç, чĕрĕ чечек çыххисем кашни юрăçах тиврĕ.