Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Туй, туй, туй тесе ҫĕр чĕтретсе килтĕмĕр

Туй, туй, туй тесе ҫĕр чĕтретсе килтĕмĕр

Туй, туй, туй тесе ҫĕр чĕтретсе килтĕмĕр.

   Туй, туй, туй тесе тухья-хушпу тăхăннă,

Туй, туй, туй тесе хĕпĕртесе юрлаççĕ!

    Туй кĕреки, ай, пуян, сăри йӳçĕ, кăпăклă.

      Каччăн ĕмĕчĕ аван, йӳçĕ-тени вырăнлă!

   Йӳçĕ, йӳçĕ тенипе хĕрĕн чĕри киленет.

   Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче  Канаш районĕнче Акатуй уявĕ иртрĕ. Кăçал Театр çулталăкĕ пулнă май кашни ял тăрăхĕ тĕрлĕ чăваш йăли-йĕркисемпе паллаштарчĕ. Ямаш ял тăрăхĕн чăваш туйĕпе паллаштарма тÿр килчĕ. Çак туя ирттерме вĕсем питĕ хавас пулчĕç. Кунта икĕ фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ – «Ямаш Ен» фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿҫи Константинова Людмила Николаевна)» тата «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ(илемлĕх ертÿçи Артемьев Николай Ильич).    

    Туй йăли-йĕрки куракансене питĕ килĕшнĕ. Аслă çулсенчи çынсем питĕ кăсăкланса паллашрĕç туй илемĕпе, киленсе пăхса тăчĕç, ĕлĕкхине аса илсе куçĕсенчен куççулĕсем те тухрĕç. Туй сăрине, апат-çимĕçне куракансене те ас тивтерчĕ туй халăхĕ. Чăваш туйĕ чăнахах та илемлĕ.

 Фоторепортаж

Ямашевское сельское поселение Канашского района



13 июня 2019
11:37
Поделиться