Ҫĕнтерӳ Парачĕ

«Ҫĕнтерӳ – аслати саслă,
Ҫĕнтерӳ вăл – ҫуркунне.
Ҫĕнтерӳ – кун-ҫул, пуласлăх,
Упрать халăх телейне», -тенĕ пĕр сăввинче Г.Ефимов.
Кĕҫех пирĕн ҫĕр-шывра пысăк та сумлă уяв ҫитет – Ҫĕнтерӳ кунĕ. Мускавра 74- мĕш хут аслă Парад пулĕ. Ку йăлана эпир хăнăхса ҫитрĕмĕр ĕнтĕ. Анчах манăн чи малтанхи, чи кĕтнĕ, савăнăҫ куҫҫулĕпе уявланă Ҫĕнтерӳ Парачĕ ҫинчен аса илес килет.
1945 ҫулхи ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьре иртнĕ ҫак парада хутшăнма Георгиев Михаил Георгиевич Ăвăспӳрт Кипеч каччи те тивĕҫ пулнă.
М.Г.Георгиев 1924 ҫулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче нумай ачаллă колхозник ҫемйинче ҫуралнă. Мишша иккĕмĕш ача пулнă. Вӑрçӑ пуçланнӑ ҫул Ăвăспӳрт Кипеч шкулĕнчен вĕренсе тухнӑ пысӑк ӗмӗтсемпе пурӑннӑ, анчах хӑрушӑ вӑрçӑ пуçланнӑ. Малтан Николай пиччӗшӗ , авиаци техникумӗнче вӗренекенскер, çар летчикӗ пулса тӑнӑ. Унтан ашшӗ те, Егор Емельянович, тӑшманпа çапӑçма кайнӑ.
1942 ҫулхи утă уйăхĕнче ăна, 18 ҫулти ҫамрăка, вăрҫă хирне кайма ят тухнă. Богдан Хмельницкий тата 3-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕсемлĕ минометлă 405-мĕшдивизионĕнче ҫапăҫнă. 1-мĕш гварди минометлă бригадăри «Катюша» расчетĕн командирĕ пулнă. Украина, Белорусси фрончӗсенче гварди сержант Георгиев Михаил Георгиевич Мускав, Воронеж, Елец, Белгород, Киев, Львов хулисене ирĕке кăларнă, Курск пĕккинче те тăшмана аркатнă. Берлина ҫитнĕ. Паттăр салтак 3 хутчен Хĕрлĕ Ҫăлтăр орденĕ илме тивĕҫлĕ пулнă.
1944 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ярославль патĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса ҫапăҫнă. Вăл, тăшман персе тăнине пăхмасăрах, «Катюша» ракетисене тĕп-тĕрĕс, кирлĕ ҫĕре персе лектернĕ. Ҫавна пула тăшманăн взвода яхăн салтакĕ, минометлă батарейи пĕтнĕ. Фашистсен миномечӗ пӗр вӗçӗм персе тăрса пирĕн салтаксене малалла кайма паман. Георгиев Михаил Георгиевич «Катюша» установкине вăрманпа илсе кайса тăшмана кĕтмен ҫĕртен аркатнă. 40 салтакпа офицерсене, минометлă батарейăна, 2 пулемета, горючи складне тата дзота тĕп тунă. «Катюша» ракетӑсен установки тӑшмана чӗтретсе тӑнӑ. Михаил Георгиев тата пĕррехинче хăйĕн Н. Прирвенц юлташĕпе 20 гитлеровеца тыткăна илнĕ. Ҫакăншăн Хĕрлĕ Ҫăлтăр орденне тата «За отвагу» медале тивӗçнӗ.
Михаил Георгиевич иккĕмĕш хут Хĕрлĕ Ҫăлтăр орденне Польша ҫĕрĕ ҫинче ҫапăҫнă чухне илме тивĕҫ пулнă. Нимĕҫ фашисчĕсем «Катюша» ракета расчетне унка илнĕ. «Катюшăра» икĕ снаряд ҫеҫ юлнă. Расчет командирĕ Михаил Георгиев вĕсене тăшман танкĕсем ҫине кӑларса яма хушнă. Пĕр «Тигрне» ҫухатнă хыҫҫăн фашистсем каялла тарнă. 1945 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 14 тата 18-мĕшĕсенче вăл татах та хастарлăхпа палăрнă: тăшманăн минометлă батарейине, пулемечĕсене, пехотине пĕтернĕ, «Катюша» установкипе персе тăрса 1-мĕш совет танкĕсен бригадине Варте юхан шывĕ урлă ăнăҫлă каҫма пулăшнă.
1945 ҫулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Берлин операцийĕ иртнĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн виҫҫĕмĕш хут Хĕрлĕ Ҫăлтăр орденне тивĕҫнĕ.
Акă кĕтнĕ Ҫĕнтерӳ ҫитнĕ. Михаил Георгиевич Георгиева Мускаври парадра утма суйласа илнĕ. Ҫĕртме уйăхĕн илемлĕ те ăшă кунĕ. Георгий Константинович Жуков шурă лаша ҫинче пырать. Пиншер салтак, ҫĕршер техника Хĕрлĕ площадь тăрăх иртет. Сасартăк лӑпкӑ ҫумăр пӗрӗхме тытăнать.
Михаил Георгиев гварди сержант 1-мĕш танклă колоннăра пынă. Китель йĕпеннĕ пулин те вăл, ытти салтаксем пекех, ăна асăрхаман та, туйман та. Ҫак аслă Ҫĕнтерӳшĕн шыв-шур урлă, хир-хир тăрăх тăватă ҫул утнă - ҫке, вилĕме те куҫран пăхнă, вут-ҫулăм витĕр тухнă.
Ҫĕнтерӳ парачӗ хыççӑн вӑл виçӗ куна тӑван яла килсе кайнӑ та каллех чаçе таврӑннӑ.
Яла таврăнсан вăрман техникумне пĕтернĕ, тивĕҫлĕ канăва тухичченех унта вăй хунă. Мăшăрĕпе , Анна Тимофеевнăпа, пилĕк ача ҫуратса ӳстернĕ.
1985 ҫулта Михаил Георгиевич Георгиев ҫĕре кĕнĕ. Ял поселенийĕн пуҫлăхĕ, ялти ветерансен Совечĕн ертӳҫи, тăванĕсем тăрăшнипе шкул, клуб, ял Совечĕ вырнаҫнă Тĕп урама Михаил Георгиевич Георгиев ятне панă.
Эпир çакӑн пек сумлӑ ветеранпа мухтанатпӑр, асрах тытатпӑр. Унӑн ачи-пӑчине, мӑнукӗсене, тӑванӗсене ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр. Çӗнтерӳ кунӗпе пур ветерансене те саламлатпӑр.
Афанасьева Н.Н.
Ăвӑспӳрт Кипеч тӗп шкулӗ