Агрофирма "Пионер" акана тухрĕ

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - тенĕ, ĕлĕкех ваттисем. Çырмари юрсем ирĕлсе те пĕтмен-ха, уй-хир юртан тасалса пĕтсе, çурхи çил вĕрнипе кунсерен типсе, уçăлса пырать. Хĕвел ăшăрах савса пăхнă май, çÿллĕ тÿпери хаваслă тăри сасси уй-хир ăстисене хире чĕнет. Кĕтнĕ кун çитрĕ. Шăматкун ирех Агрофирма «Пионер» ĕçченĕсем тĕп парка пуçтарăнчĕç.
Святой Николай Чудотворец ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай атте Турăра ырлăх ыйтса молебен ирттерчĕ, парк территорине, пĕтĕм техникăна, уй-хир ĕçченĕсене таса Турă шывĕ сапса тасатрĕ. Хуçалăхăн тĕп директор çумĕ Михайлов В.А. çĕр ăстисене ака ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерме ăнăçу, вăй-хал сунчĕ. Ун хыççăн уй-хир трактор-машина сассипе тулчĕ, çĕре тулăхлă удобренипе апатлантарма пикенчĕç. Уй-хир ĕçченĕсен хĕрÿ ĕç-çи тапхăрĕ пуçланчĕ.