Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Тӗп хулара экскурсире пулчӗç

Тӗп хулара экскурсире пулчӗç

«Енĕшсем» ака уйăхĕн  6 – мĕшĕнче Шупашкара çул тытрĕç. Малтанах Атӑл хӗрринче уçӑлса çӳрерӗç, хулари  илемлӗ вырӑнсемпе киленчӗç, тӗрлӗ сувенир-парне туянчӗç, унтан  К.В.Иванов ячĕллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Сценăна илемлетни, сăнарсене калăплани, артистсен тыткаларăшĕ, çи-пуçĕ, чăваш юрри-кĕвви – пĕтĕмпех кăсăклантарчĕ вӗсене.

 А. Пӑртта пьеси тăрăх лартнă «Хӑвӑрт укçа çавӑрать пуçа» камит куракана малтанхи ӳкерчӗкренех тыткӑна илет. Паянхи кӑткӑс пурнӑçӑн пӑтӑрмахӗсем, юратупа хирĕçÿ туллин сăнланнă унта. Чун каниччен култарать, çав вӑхӑтрах шухӑша та ярать.

Пысăк ĕмĕтсемпе, çĕнĕ шухăш-туйăмпа таврăнчĕç хуларан Вăрман Енĕш ялĕн хастарĕсем.

 

Ямашевское сельское поселение Канашского района



08 апреля 2019
10:04
Поделиться