Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Уйкас Кипек ялӗнчи фольклор ушкӑнӗ илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗ

Уйкас Кипек ялӗнчи фольклор ушкӑнӗ илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗ

Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче чӑваш кӗвви-çемми янӑрарӗ. Вӑрнар районӗнчи «Кипек ен» фольклор ушкӑнӗ ял-йыша хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗ. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчӗç хӑнасем, такмакласа ташларӗç, пурнӑçран илнӗ шӳт-кулӑпа савӑнтарчӗç. Çурхи ӑшӑ кӑмӑл хуçаланчӗ залра,чун-чӗрене çепӗç туйӑм çупӑрларӗ.

Çӗнӗ юрӑсемпе, кӳршӗсен пултарулӑхӗпе паллашма хапӑл пулчӗç енӗшсем.

Фоторепортаж

Ямашевское сельское поселение Канашского района



07 апреля 2019
20:02
Поделиться