Сывлӑх – чи хаклӑ пуянлӑх

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче СЫВЛӐХ СЕХЕЧĔ иртрӗ. Ял çыннисем сывлӑх хуралӗн ӗçченӗсемпе тӗл пулчӗç,хӑйсене хумхантаракан, канӑç паман ыйтусене сӳтсе яврӗç.нумай çӗннине, кирлине пӗлчӗç.
«Апрелӗн 2-7-мӗш кунӗсенче «Сывӑ пул» акци иртет. Кашни çыннӑн хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла. Тӗрӗссипе каласан, чирлесен çеç хамӑр çине çаврӑнса пӑхатпӑр эпир. Юлашки вӑхӑтра чӗре чирӗпе вилекенсем нумайланни пӑшӑрхантарать. Чир-чӗр ытларах çак сӑлтавсене пула аталанать: юн пусӑмӗ ӳсни, холестерин шайӗ пысӑкки, ытлашши ӳт виçи, сахал хускални, тӗрӗс мар апатланни, пирус туртни,сӑра-эрехпе айкашни, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл-туйӑм (стресс). Çынна ытларах ырӑ туйӑм, савӑк кӑмӑл, ӑнлану, юрату, ӑш пиллӗх кирлӗ», - ӑнлантарчӗ пухӑннисене Канаш район больницин тухтӑрӗ Артемьева Г.А.. Сывӑ пурнӑç йӗркине тытса пыма, ытларах пахча çимӗçпе улма-çырла çиме, спортпа туслашма сӗнчӗ Галина Анатольевна, сывлӑха упрама чӗнсе каларӗ.
Вӑрман Енӗш фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшакан Степанова Л.А. та ял çыннисене усӑллӑ сӗнӳ-канаш пачӗ. «Сывлӑхран хакли çук. Сывлӑх пулсан пурте пулать»,- пӗтӗмлетрӗ вӑл калаçӑва.