ХХ юбилейлӑ Раҫҫей шайĕнчи "Кĕмĕл сасӑ" конкурс-фестиваль иртрĕ

Пуш уйӑхĕн 30-мĕшĕнче Чӑваш наци конгресĕ, Чӑваш Енри культура, национальнӑҫсен ĕҫĕсен тата архив ĕҫĕн министерстви пулӑшнипе ХХ юбилейлӑ Раҫҫей шайĕнчи "Кĕмĕл сасӑ" конкурс-фестиваль иртрĕ.
Уява килнисене Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ ҫамрӑксен театрĕ ӑшпиллĕн кĕтсе илнĕ. Йӑлана кĕнĕ фестивале 6 Раҫҫей регионĕнчен, республикӑри 8 районтан пурĕ 30 ҫамрӑк хутшᾱннᾱ.
Юбилейлӑ конкурса Тутарстанри икĕ юрӑҫпа икĕ ансамбль, Чĕмпĕрпе Чĕмпĕр тӑрӑхĕнчен икĕ юрӑҫ, Оренбург облаҫĕнчен, Питĕр хулинчен, Сургутран хутшӑнма пултарнᾱ.
Пултаруллӑ яш-кĕрĕме Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, культура министерствин пай пуҫлӑхĕ Кирилл Павлов, ЧНК вице-президенчĕ, конкурс жюри председателĕ Валерий Клементьев ӑнӑҫу сунса саламламланᾱ.
Конкурса килнĕ маттур ҫамрӑксем хӑйсене сцена ҫинче тĕрĕс тытма пĕлнине, чĕрĕ саспа уҫҫӑн, тĕрĕс юрлама пултарнине кӑтартса панᾱ.
Конкурса хутшᾱнакансене ӑнӑҫлӑ юрласа ҫĕнтернĕ чӑваш ҫамрӑкĕсем, тĕрлĕ ҫулсенче ҫак фестиваль ҫĕнтерӳҫисем пулнӑ, халĕ хӑйсене эстрадӑра тупнӑ юрӑ ӑстисем юрласа хавхалантарнᾱ.
Юбилейлӑ фестивале хутшӑннӑ ҫамрӑксем пурте дипломсемпе хаклӑ парнесене тивĕҫнẽ.
Юрлакансен пултарулӑхне тĕрлĕ номинаципе хакланᾱ.
Хӑйне евĕр ӑста юрлакан юрӑҫ – Васянова Алиса /Канаш районĕ/, куракансем килĕштернĕ юрӑҫ- Владимир Тимофеев /Ҫĕмĕрле районĕ/, чи ҫепĕҫ саслӑ юрӑҫ - Андреева Кристина /Шӑмӑршӑ районĕ/.
Ушкӑнпа юрлакансем хушшинче 3-мĕш вырӑна Тутарстантан килнĕ Ольга Суриковӑпа Дмитрий Никитин, 2-мĕшне - Муркашри "Кӑмӑл" ансамбль, 1-мĕш вырӑна - Тутарстан Республикинчи Нурлатри "Илемпи" ушкӑн ҫĕнсе илнẽ.
Ольга Сурикова / Тутарстанти Ҫармӑсан районĕ/, Кристина Лебедева /Сургут хули/ тата Татьяна Зарубина / Хĕрлĕ Чутай/ дипломантсем пулса тӑнᾱ.
Никита Родионов/ Шупашкар/, Ямщикова Мария /Чĕмпĕр хули/ тата Кристина Никитина / Чĕмпĕр тӑрӑхĕнчи Нагаткино ялĕ/ 3-мĕш вырӑна тухнᾱ.
2- мĕш вырӑна Питĕртен килнĕ чӑваш пики Наталия Васильева тивẽҫнẽ.
1-мĕш сумлӑ вырӑна Шупашкар хулинче пурӑнакан Людмила Засыпкина ҫĕнсе илнĕ.
Чи хисеплĕ те сумлӑ гран-при илме Шупашкарти музыка училищинче юрӑ ӑсталӑхне туптакан Ксения Захарова пултарнᾱ! Вӑл хӑй Тутарстан тӑрӑхĕнчен.