«Иксӗлми çӑлкуçсем» радиоконкурсӑн пӗтӗмлетӳ концертне хутшӑнчӗç

Тӑван чӗлхе, чӑваш тӗрри-эрешӗ, юрри-ташши – халӑхӑн нихӑçан иксӗлми ӑс-тӑн çӑлкуçӗ. Çак çӑлкуçран, асатте-асаннесенчен упранса юлнӑ пуянлӑхран тумламӑн-тумламӑн пӗлӳ илсе ӳсетпӗр эпир.
Шӑматкун, мартӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен Культура керменӗнче Чӑваш Ен Наци радиовӗн 10 çулхи юбилейне халалласа чӑн-чӑн чӑвашлӑх уявӗ иртрӗ. Регионсем хушшинчи «Иксӗлми çӑлкуçсем» радиоконкурс çӗнтерӳçисем, Чӑваш Республикин тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата Тутарпа Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем куракансене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, илӗртӳллӗ ташӑ-çемӗпе килентерчӗç, чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркисемпе паллаштарчӗç.
Вӑрман Енӗш клубӗ çумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ те пулчӗ çак уявра (ертӳçи Николай Артемьев, вӑйӑçи Юрий Алексеев), радиоконкурсӑн пӗтӗмлетӳ концертне хастар хутшӑннӑшӑн диплом илме тивӗçрӗ.