Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Юбилейпа саламларӗç

Юбилейпа саламларӗç

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш ялӗнче пурӑнакан Николаева Раиса Яковлевна 80 çул тултарчӗ. Сумлӑ  юбилейпа саламлама чи çывӑх çыннисем, тус-юлташӗсемпе тӑванӗсем пухӑнчӗç. «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ ӗç ветеранне.

Раиса Яковлевна нумай çул хушши культура тытӑмӗнче вӑй хунӑ, Ямаш ял Совечӗн пуçлӑхӗнче те тӑрӑшнӑ вӑл. Пур çӗрте те чунне парса ӗçленӗ, вӑхӑтне те, вӑй-халне те шеллемен.

Лара-тӑра пӗлмен кинемей паян та халӑх хушшинче. Юрӑ-ташӑсӑр пурӑнма пултараймасть вӑл, хаваспах фольклор ушкӑнне çӳрет, культура ӗçченӗсене сӗнӳ-канашпа пулӑшать.  «Кунта килсен вӑхӑт иртни сисӗнмест, чун уçӑлать. Чир-чӗр çинчен те манатӑн. Эх, çамрӑк чух мӗн чухлӗ концерт-спектакль лартман-ши, ӑçта кӑна çитмен-ши!»- хавхаланса каласа парать пултаруллӑ хӗрарӑм.

Хисеплӗ Раиса Яковлевна, юбилей ячӗпеле чун-чӗререн саламласа çутӑ кун-çул, çирӗп сывлӑх, вӑй-хӑват сунатпӑр. Тайма пуç сире. Ача-пӑча, мӑнуксен ӑшшипе, тус-тӑван хисепӗпе нумай-нумай çул ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр.

 
 

Ямашевское сельское поселение Канашского района



11 марта 2019
10:50
Поделиться