Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Театр çулталӑкне халалласа стенд турӗç

Театр çулталӑкне халалласа стенд турӗç

Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн 2019 çула пирӗн çӗршывра Театр çулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Сцена ӗçченӗсен кӑна мар, куракансен çулталӑкӗ те вӑл.

«Пӗтӗм тӗнче театр, эпир унта – актёрсем», - тенӗ В. Шекспир. Театрӑн вӑйӗпе пӗлтерӗшӗ калама çук пысӑк. Асамлӑхпа илем тӗнчи вӑл, пурнӑç тӗкӗрӗ.  Шухӑша ярать, хуйха-суйха сирет, кӑмӑла çӗклет, шанчӑк парать, чун-чӗрере ырӑ та çепӗç туйӑмсем вӑратать.

Театр çулталӑкне халалласа Вӑрман Енӗш клубӗнче стенд йӗркелерӗç. «Енӗшсем» театр ушкӑнӗн ӗç-хӗлӗпе паллаштаракан сӑн ӳкерчӗксем вырӑн тупрӗç унта.

 Пултаруллӑ ушкӑна Н. Артемьев культура ӗçченӗ ертсе пырать. Халӑхран тухнӑ артистсем ял-йыша та, кӳршӗсене те тӗрлӗ шӳт-кулӑшпа, спектакльсемпе савӑнтараççӗ. Республикӑра тата районта иртекен конкурссене тӑтӑшах хутшӑнаççӗ.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



06 февраля 2019
08:06
Поделиться