Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Артистсем чӑннипех те халӑхшӑн ырӑ ĕç туни куç кĕрет

Артистсем чӑннипех те халӑхшӑн ырӑ ĕç туни куç кĕрет

«Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿҫи Людмила Константинова) Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр культура Çуртĕнче февралĕн 1-мĕшĕнче пуян та интереслĕ концерт программипе пулса килчĕ.

   Пысӑках мар хӑтлӑ Кермене Кÿстÿмĕр тӑрӑхĕнче пурӑнакансем самаях пуçтарӑнчĕç. Артистсем концерта «Ямаш ен» халӑх ушкӑнĕ юрӑпа ташӑ кӑшӑлĕнчен пуçларĕç. Пĕрремĕш номер вĕçленсенех залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупрĕç. «Ямаш ен» пултарулӑх ушкӑнĕ сюитӑсемпе, ташӑсемпе, ушкӑнпа, уйрӑммӑн юрланисемпе, шÿтсемпе куракансене тĕлĕнтерме пултарчĕç. Икĕ сехете тӑсӑлнӑ концерт питех те хӑвӑрт иртсе кайрĕ. Чылайччен алӑ çупса саламларĕç артистсене куракансем -  билетсем туянни ахалех пулмарĕ.  Куракансем килнĕ хăнасене тав сӑмахĕсем каласа савӑнтарчĕç.

  Культура Çурчĕн ертÿçи Семёнова Анжелика Николаевна  тата ял тӑрӑхӗн пуçлӑхӗ Максимов Александр Нестерович артистсене чĕререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчĕç. Çакӑн пек илемлĕ концертсемпе татах та  килсе çÿреме телей те такӑр çул сунчĕç. Юлашкинчен тулли кĕрекене лартса тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйларĕç. Çакӑн пек ырӑ сӑмахсене илтсен мĕнле-ха тулли кӑмӑлсемпе таврӑнмӑн тӑван яла. Артистсем чӑннипех те халӑхшӑн ырӑ ĕç туни куç кĕрет.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



03 февраля 2019
18:31
Поделиться