Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Каҫсерен клубалла «Ямаш ен» фольклор ушкăнне васкать

Каҫсерен клубалла «Ямаш ен» фольклор ушкăнне васкать

    Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Канаш районне кĕрекен Ямаш ялĕнче пурăнакан Галина Васильевна Максимова хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ - вăл 70 çул тултарчĕ. Çав кун ăна тăванĕсем -ачисем, мăнукĕсем, пĕлĕшĕсемпе кÿршисем саламларĕç. Вăл халĕ те килти ĕçсене тума пулӑшать. Килти ĕҫсене пĕтерсен, каҫсерен клубалла «Ямаш ен» фольклор ушкăнне  васкать, юрă – ташăра питӗ маттур вăл.

   «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ вара çепĕç чăваш юррисемпе Галина Васильевнăн кăмăлне çĕклерĕ. Фольклор ушкăнĕ хăйсемпе пĕрле ҫÿрекене -  Галина Васильевнăна - çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, тăнăç та канлĕ ватлăх, çывăх тăванĕсем енчен тимлĕх тата пархатарлăх сунчĕҫ. Тĕрĕссипе, çак кинемее 70 çула çитнĕ тесе никам та калаймасть. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Галина Васильевна вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ. Ялти нимĕнле ĕçрен те пăрăнса тăман. Ĕçе юратни, яланах хускални май парать те ĕнтĕ ăна нумай çул пурăнма.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



25 января 2019
08:57
Поделиться