Куç тулли илемлĕ концерта пӑхса савӑнчĕç пучинкесем
Кăрлач уйăхĕн 18-че Йĕпреҫ районне кĕрекен Пучинке ялĕнчи клубра «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ (илемлěх ертÿçи Константинова Людмила Николаевна) яштака юман пек паттӑр каччӑсем, сар ҫу пек сарӑ та ҫӗмӗрт пек хура куҫлӑ пикесем юрă - ташăсемпе савăнтарчĕç,Театр çулталӑкне концертпа уçрӗç.
Чаршав уçӑлсан, сцена çине илемлĕ чӑваш кĕввипе чипер те илемлĕ артистсем тухса тӑчĕç. «Пӗр кӗреке хушшине тӑвансемпе пухӑнсан, савӑнас килет, таш ташлас килет, чунтан чӗререн юрӑ шӑрантарас килет» - теҫҫĕ фольклора ҫÿрекен артистсем. «Мĕнле чĕнтĕр, тăван» юрра фольклор ушкăнĕнчи хĕрсем - Аристархова Зоя, Краснова Елена, Федорова Ольга - питĕ кăмăлтан шӑрантарчĕҫ.
Эх, мěн тери паха вăл – халăх юрри! Чун-чěрене хускатать, ăшă та çепěç туйăмсем вăратать, кăмăла çěклет. Юрă – чун уççи, пурнăç тěкěрě теççě. Ямашри активистсем, чи шухӑ каччăсем те: Александров Вячеслав, Краснов Аркадий, Константинов Викентий, Харитонов Владимир, Семёнов Николай юрă хыҫҫăн юрă шăрантарчĕҫ. Вĕсем юрланӑ кашни юрӑ пурин чĕрине кĕрсе вырнаçмалла шӑранчĕ.
Уйрӑммӑн, икшерĕн, ушкӑнпа юрлакан артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç Пучинкесем. Чӑваш ташшисене те хапӑл тусах йышӑнчĕç куракансем. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ çипуç улӑштармарĕç пулĕ артистсем. Куç тулли илемлĕ концерта пӑхса савӑнчĕç Пучинкесем. Концерт вĕçленсен те чылайччен тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕçартистсене. Концерт программипе паллаштарса пыракан Якимова Ирина халăха хавхалантарчĕ. Концерт курма тухнă халăхсем те тăвăллăн алă ҫупса артистсене хавхалантарчĕҫ.
Сцена ҫинче хаваслӑ кӗвӗ-çемӗ анчах мар, Семёнов Николай хăйĕн кулăшла шӳчĕсене каласа халăха култарчĕ, савăнтарчĕ. Концерт программинче тӗрлӗ шӳт-кулӑ тата кĕскетнĕ сценкăсем те пулчĕҫ: «Юрату юрлаттарать» тата «Молодёжнăй супӑнь». Сценкăра выляканĕсем Г. Харитонова тата Л. Константинова пулчĕҫ, халăхсене килĕшрĕ пулас - тăвăллăн алă ҫупрĕҫ. Питĕ хаваслă иртрĕ концерт. Умра вара – çӗнӗ шухӑш - ӗмӗтсем, çӗнӗ тӗл пулусем.
Пучинке ҫыннисем тата Юрий Алексеевич Арсентьев концерт хыҫҫăн ҫирĕп сывлӑх, кунсерен хаваслă кăмăл тата тулли телей, савăнăҫ, ырă сăмахсемпе пӗрле пысăк ăнăҫусем сунса ăсатрĕҫ фольклор ушкӑнне. Татах та килсе ҫÿреме, пĕр – пĕринпе ҫыхăнусем тытса пыма сӑмах пачӗҫ пӗр-пӗрне.