Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«Пурнăçри вырăн» ятлă Николай Максимов çырнă кĕнекесен выставки

«Пурнăçри вырăн» ятлă Николай Максимов çырнă кĕнекесен выставки

Кăрлачăн 6-мĕшĕнчĕ Николай Николаевич Максимов  писатель 75 çул тултарчĕ.

Çак уяв ячĕпе Уçырмари вулавăшра «Пурнăçри вырăн» ятлă  Николай Максимов çырнă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.  Паян, кăрлачăн 11-мĕшĕнче, вулавăш ертÿçи Ирина Геннадьевна   вулакансене Николай Максимов литература ĕç-хĕлĕпе уçăмлăн паллаштарнă.

Николай Николаевич Максимов 1944 çулхи кăрлачǎн 6-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралнă. Ачалǎхĕ Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнче иртнĕ. 1961 çулта Мордва патшалǎх университетне вырǎс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унтан ăна 1963 çулта Совет Çарне илнĕ. 1966 çулта  салтакран таврăсан  Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн» хаçатра ĕçлеме тытăннă, çав вăхăтрах университетра аслă пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн вăл Куславккари «Ялав» хаçат редакцийĕнче вăй хунă, «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçатăн культура пайĕн пуçлăхĕнче, «Капкăн» журнал, «Советская Чувашия», «Столица Ч» хаçатсен редакцийĕсенче ĕçленĕ. Ǎна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă (1995).

Н. Максимов 1982 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн, халĕ Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.

Паллăрах кĕнекисем: «Çил-çумăр витĕр» (И в дождь, и в ветер) (1982),  «Ăс паракансем» (Нравоучители) (1982), «Пăр айĕн те шыв юхать» (Подледное течение)(1983), «Тапă»  (Напряжение) (1986;1987), «Синкер» (Беда)( , «Пурнăçри вырăн» (Место в жизни), «Тайлăк çын тĕлĕкĕ» (Сон шизофреника)(1994) тата ыттисем.

Уçырмари вулавăш кĕнеке фондĕнче упранакан Н.Максимов çырнă кĕнекисен   йышĕ нумай. Вĕсене пурне те çамрăксем те, аслăрах çынсем те питĕ килештерсе вулаççĕ.

Малобикшихское сельское поселение Канашского района



11 января 2019
15:15
Поделиться