Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Мĕнле маттур эсĕ, анне

Мĕнле маттур эсĕ, анне

- Тем тĕрлĕ илемлĕ япала та сыхать, арсын ĕсне те пурнăдлать,  Пăта сапнипе кăна мар,  тĕрлĕ инструментпа ĕслеме пĕлнипе тĕлĕнтерет. Килĕ умне хăтлăлатнă май пĕчĕк картине те хăех тытнă, пуссине те, арманне те ăсталанă, -       каласа кăтартрĕс Канаш районĕнчи Кăшнаруири администраци ĕсченĕсем Марина Чумакова пирки. Кунашкал хĕрпе епле паллашмăн? Кăлăр-кăлтăр кулăллăскер, сап-самрăк курăнаканскер виçĕ ача амăшĕ иккенне малтанах ĕненесех те килмерĕ-ха. Вăл шÿте ăста иккенни, пурнăсри йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма хăнăхманни те пĕрре пăхсах палăрчĕ.

Унпа паянхи пурнăсра хĕрарăм ача ÿстерме те, укса ĕслесе илме те хăех маттурри, чылай арсынна шанма сукки синчен шÿтлесе каладса утнă май Чумаковсен килĕ умне ситсе те тăтăмăр.

 

-  Вун пĕр çул каялла пуçласа шăна кăмпи туса лартрăм. Пуленкке çине шăтăк чара çавăрса хутăм та ăна сăрласа илемлетрĕм. Ун чухне пахча-кил таврашне тĕрлĕ япалапа хăтлăх кĕртес йăла çукчĕ-ха. Каярах машина урапинчен, кивĕ савăт-сапаран темĕн те пĕр тума вĕрентĕм. Кашни çулах мĕн те пулин çĕннине шухăшласа тупатăп, - хĕп-хĕрлĕ тюльпанлă пахчасен, килĕ умне тĕрлĕ теттепе илемлетнĕçуртсен умĕпе иртнĕ май ăнлантарчĕ Марина. Амăшĕ Вера Ионовна та пултарулăхĕпе, ăста аллипе палăрнă. Елчĕк районĕнчи Патреккел хĕрĕ шкулта вĕренсе тухсан 16 çултах фермăна ĕçлеме вырнаднă. Йĕпреç каччипе пĕрлешсен çемье Мускав облаçне тухса кайнă. Виçĕçултан Чумаковсем аякран таврăнса Çĕрпÿ районĕнчи «Знамя» хуçалăхра тăрăшнă. Каярах çемье Кăшнаруйĕнче тĕпленнĕ. Хĕрарăм сысна ферминче те, ферма заведуюцийĕнче те, бригадăра та ĕçленĕ... Шел, кил хуçи нумай пурăнайман. 1994 çулта мăшăрĕпе ачисем ăна юлашки çула ăсатнă. Виçĕ хĕрне Вера Ионовна ура çине пзчченех тăратнă.

-2000 çулта ачасем вĕренме тухса кайса пĕтрĕç. Эпĕ килте пĕчченех тăрса юлтăм. Ёçе кайсан та, килсен те çурт пушă. Аттепе аннене хам патăма илсе килтĕм. Пушшех те, тăванăмсем сусăрччĕ, вĕсене пăхакан та кирлĕччĕ. Кун пек хам çумраччĕ. Аттепе анне халĕçук ĕнтĕ, анчах пиччене пăхатăп, вăл та сывлăхĕ енчен çирĕп мар, - пурнăçри çухатусем пирки пĕлтерчĕ Вера Ионовна.

Пурнăççулĕçинче, паллах, ырри те, усалли те нумай тĕл пулать. Аса илÿсен арчи çаплах тулать те. Çaв çăppa уçассипе уçмасси вара кашни çынран хăйĕнчен килет.

-Аттепе анне сусăр пулнăран пире, ачисене, патшалăх вĕрентнĕ. Шкул хыççăн Шупашкара текстиль комбиначĕн училищине вĕренме илсе кайрĕç. Унтан тарса тепĕр кунах каялла киле дитсе лартăм, вĕрентекен таврăниччен эпĕ фермăна кайма та ĕлкĕрнĕччĕĕнтĕ. «Вера, ялах килес тесе шухăшларнă-им?» - терĕ учитель кайран. Атте-аннене те хĕрхеннĕ
ĕнтĕ, - вĕренменшĕн хăйне кăштах ÿпкеленĕн илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.

Çапла Вера аппа ял пурнăçне суйланă. Хĕрĕсем те ун çулĕпех кайнă. Асли Ирина акă кÿршĕ яла качча тухнă та унтах тĕпленнĕ. Вăталăххи Марина та виçĕ ачипе амăшĕ килĕнче хÿтлĕх тупнă.

-Хулара пурăнса пăхрăмăр та, каял­ла ялах таврăнтăмăр. Кунта тем тесен те аванрах. Хваттерте хĕсĕнсе ларни мар, тет 4-мĕш разрядлă строитель. Шкул хыççăн Шупашкарти професси училищинче вĕреннĕ вăл. Пĕр вăхăт сутуçăра та тăрăшнă-ха, унтан Мускавра стройкăра тар юхтарнă. Халĕ ялти фельдшер пунктĕнче санитаркăра тăрăшать. - Eç тупăнсан укçа тума та кайса килетĕп, - систерет уçăкăмăллăскер.

Пушă вăхăтра амăшĕпе хĕрĕ алăĕçĕтăваççĕ.

- Касатпăр, çĕлетпĕр. Мĕн тĕрĕс мар выртнине тытса ваклатпăр. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне пуканене кофта- йĕм çыхса тăхăнтартнăччĕ. Ку манăн пĕрремĕш пысăк ĕç тесе шухăшлатăп. Çавăнтанпах çыхасси - киленĕç вырăнĕнче. Тĕрĕ тытмастап вара. Çекĕлпе çеçĕçлетĕп. Тĕрлĕ хăюран илемлĕ япаласем ăсталама вĕренетĕп халĕ тата. Ку та илĕртет. Çĕнтерÿ кунĕ валли Георгий хăйăвĕсене те темен чухлех ăсталарăмăр хĕрпе Камилăпа. Ана валли çÿçне пуçтарма тĕрлĕ хатĕр илемлететĕп. Кунсерен тенĕ пек улăштарать вĕсене. Юлташĕсем ăмсанса та пăхаççё тет, - сăмах çăмхине малаллах сÿтет Марина. Кофта-камаш кăна мар, колготки те, труççи те çыхнă унччен. Ачасене хам янтăланă япала тăхăнтартса ÿстернĕ. Ун чухне лавккара тум-юм сутмастчĕç. Кĕçĕнни тăхăнасшăн марччĕ вара çыхнăскерсене. Ан кăтăклатăр тесе семсе сип суйлама тăрăшаттăм ĕнтĕ. Халĕ те тăхăнмасть, хĕрĕте çаплах, - калаçăва шÿтлĕн хутшăнать хĕрарăмсенчен асли.

-  Ытти çĕрте мĕнле пулĕ те, Елчĕксен качча каяс тесен темĕн чухлĕ тĕрĕ
кирлĕччĕ: алăк, чÿрече каррисем, Турум ал шăллийĕпе ахальлисем, стена çине
çакмалли тĕрĕсем... Фермăра ĕçленĕ май общежитирех пурăнаттăмăр. Пушă пек вă­хăт тупăнсан алла йĕппе çип тытаттăмăр çав, - тет 7 мăнуклăскер.

Капăр чăлха çеç мар, çыхнă илемлĕпушмак тăхăнса ĕçе утакана кашни ялта тĕл пулмастăнах. Фельдшер пукчĕн сани­тарĕ вара урам варрипе тĕрлĕ тĕслĕ ури­не ялтăртаттарса çеç пырать.

-  Нумай япала парнепе каять, килте юлмасть. Хама валли тесе ятарласа тунисем çеç сыхланаççĕ. Ачасем те мухтасах тăраççĕ: «Анне, мĕнле маттур эсĕ. Ыттисем сан хыççăн тăваççĕ вĕт», - тесе хавхалантараççĕ те татах ĕçлес килет. Тепĕр чухне çурçĕр те çитет аппаланса. Апат çиме те манатăп. Ачасем темиçе те тухса чёнеççё вара, - сыв пуллашнă май
сăмахларĕ Марина.

Некрасов çунакан çурта та кĕме хатĕр, ĕрĕхсе чупакан лашана та чаракан хĕрарăм сăнарне шăпах унашкаллисенче курнинче пачах иккĕленмерĕм.

Татьяна НАУМОВА

 



"Чăваш хĕрарăмĕ"
27 мая 2017
15:50
Поделиться