Пĕчĕк ачасене – пысăк тимлĕх
Пултаруллă пирĕн район çыннисем. Вĕсем хăйсенё шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Çавăн пекех обществăри ĕçре те маттур, ырă кăмăллăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Çакăн пек хастарсен йышĕнче Йĕрĕхçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Ивановна Шавикова (Ефимова) та пур. Вăл нумаях пулмасть Санкт-Петербург хулинче шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас енĕпе ĕçлекенсен хушшинче ирттернĕ «Воспитатель года России» конкурса хутшăнма пултарчĕ.
Унта уйрăмах палăрнă 54 конкурсантран пĕри пулнă вăл. Татьяна Ивановна çак ăмăртăва хутшăниччен малтан хăй ĕçлекен Çĕнĕ Шупашкарти пĕр садикре çĕнтерсе финала тухнă, унтан асăннă хулари 23 садикрен пынăçĕнтерÿçĕсем хушшинче мала тухнă. Тепĕр тесен, ку та çителĕклĕ темелле, «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи чи лайăх воспитатель» ятăн та хисепĕ пысăк. Анчах та çакăнпа кăна çырлахман Татьяна, малаллах талпăннă. 2016 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш Енри хуласемпе районсенче мала тухнă 26 воспитатель хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕкленме пултарнă.
Санкт-Петербургри «Крепыш» ача-пăча садĕнче Татьяна Ивановна ĕçтешĕсене «Волшебные круги Луллия, теория решения изобретательских задач (ТРИЗ)» темăпа лекци, презентациллĕ уçă урокпа тĕлĕнтернĕ. XIII ĕмĕрте шухăшласа кăларнă Лулли поэтăн, философăн, алхимикпе ăсчахăн наука ĕçне çирĕммĕш ĕмĕрти ученăйсем ЭВМпа компьютер пирĕн пурнăçра анлă сарăлсан кăна тивĕçлипе пурнăçлама май килнĕ. Ку ĕçре вăл Генрих Альтшуллер ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашса аталаннă.
Унăн ĕçне жюри пысăк хак панă. Татьянăпа Вадим Шавиковсен çемйинче икĕ ача çи-тĕнет: асли, Влад, 7-мĕш класра, Андрей 3-мĕш класра ăс пухаççĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пек хастар пулма тăрăшаççĕ.
Татьянăн ашшĕн Иван Аркадьевич Ефремовăн пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче юбилей. Вăл Йĕрĕхçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ, шофер, Кăшнаруйĕнчи «Ромашка» ача садĕнче газ котельнăйĕн операторĕ, хуралçă ĕçĕсене пурнăçласа пырать. Юратнă амăшĕ, Раиса Вениаминовна та çавăнтах тăрăшать. Вăл Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнчен. Малтан, вăтăр виçĕ çул, Шăхаль, унтан Кăшнаруй шкулĕсенче кĕçĕн класри ачасене çырма-вулама тaтaТăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Унăн та кăçал юбилей. Вăл кăрлачăн 5-мĕшĕнче 55 çул тултарчĕ. Туслă çемьере Татьяна - асли, ун хыççăн Наташа çуралнă, вăл Çĕнĕ Шупашкарти больницăра медицина сестри пулса тăрăшать. Костя - кĕçĕнни, вăл училищĕре ăс пухнă хыççăн вахта мелĕпе ĕçлет.
Татьяна амăшĕ пек вĕреннĕ çын пулма тăрăшнă. Чи малтан Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнчен, каярах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетĕнчи филологи уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Тăватă çула яхăн С.Я.Маршак ячĕллĕ çемье библиотекинчи вулав уйрăмĕнче тăрăшнă. 2007 çултанпа Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш №-лĕ «Чебурашка» ача садĕнче шкул çулне çитмен ачасене воспитани napаc ĕçpe тăрăшать.
Нумаях пулмасть ăна «Воспитатель года Чувашии – 2016» хисеплĕ ят панă. Кĕркунне вăл хăйĕн пултарулăхне Мускав хулинче кăтартĕ. Эпир Татьяна Ивановнăпа савăнатпăр, темиçе кил-çуртлă ялта та çакăн пек пултаруллă ĕçчен çитĕнсе ÿсме пултарнишĕн чун-чĕререн мухтанатпăр. Ăна çирĕп сывлăх, çемьере телей, тĕрлĕрен ăмăртусенче пысăк ăнăçу сунатпăр!
Юрий Никитин, обществăлла корреспондент