Энтрияльсем чиркÿ туса лартнă
Энтриялěнчи чиркěве 80 çул каялла аркатса тăкнă пулнă. Хальхи вăхăтра ял çыннисем ăна хăйсен вăйěпе чěртсе тăратасшăн.
Авалхи чиркěве 1899 çулта тунă, анчах та вăл чěрěк ěмěр ытла кăна «пурăннă», иртнě ěмěрěн 30-мěш çулěсенче влаçсем хушнипе ăна çунтарса янă. Ун вырăнěнче нумай çул хушши шкул ларнă пулнă.
Чиркÿ çук пулин те Энтрияль сала ячěпе пурăннă. Храмcăp начаррине пурте ăнланнă. Виçě çул каялла вара ял çыннисем пěрле пуçтарăннă та кěлě çуртне чěртсе тăратма йышăннă. Çак пуçарăва Александр Андриянов предприниматель хăй çине илнě. Çуртăн йывăç каркасне тата пěренисене Кирова саккас панă, куполěсене - Волгограда. Чиркÿ малтан мěнле пулнине ялти темиçе ватă çын кăна астунă. Чи ватине чěнсе илнě те алтарь ăçта вырнаçнине ыйтса пěлнě.
- Алтарь пулнă вырăна вăл патаккипе тěллесе кăтартрě. Эпир кěреçесем илсе çав вырăна тасатрăмăр, чăнах та, чиркÿ вырăнě, - каласа парать Вячеслав Мефодьев.
Чиркěве ял çыннисем хăйсем чěртсе тăратнă. Ăста платниксенчен пěри йывăçран хашакасем (наличниксем) касса кăларнă, вěсем çурта тултан та, шалтан та илем кÿреççě. Иконостассем те хатěрпе пěрех.
- Эскизěсене хамах ÿкертěм. Юлташсем хыр хăмасене Мускавран кÿрсе килчěç, - тет Александр Андриянов предприниматель.
Пачăшкă çак ялтанах. Ял çыннисем каланă тăрăх, хăйсем пархатарлă ěç тунине вěсем пěр тěлěнмелле пулăм хыççăн туйса илнě. Волгоградран купол кÿрсе килнěшěн укçа тÿлемелле пулнă. Анчах çав кун вырăнта предприниматель те, çынсен укçа – тенкě те пулман. Вара вěсем чиркÿ тума пулăшма укçа пуçтарма ялти лавккана лартнă ешчěке уçнă, унта 22 пин те 500 тенкě пулнă. Вěсен куполшăн шăп та лап çакăн чухлě сумма памалла пулнă.
Чиркÿ хатěрпе пěрех. Ăшă урай туса пěтермелле, иконостассене вырнаçтармапла.
Хамăр хыпар