Тасалăхшăн тăрăшса

Çурхи хĕвел шевлисене ăшшăн сапалать . Урамсене, ял хушшине тирпей-илем кĕртме вăхăт ĕнтĕ. Ытлари кун, ака уйăхĕн 19 - мĕшĕнче, Вăрман Енĕш клубĕнче ĕçлекенсем алла кĕрепле-кĕреçе тытрĕç, юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа пуçтарма пикенчĕç.
«Ушкăнпа ĕç ÿсĕнет»,- тенĕ ваттисем. Клуб умĕ самантрах çуталчĕ. Тасалăх куçа илĕртет, хаваслă кăмăл-туйăм çуратать.