Хĕл кунĕнче пÿрт хăпарса ларчĕ
Инкек çынсене пĕрлештерет тени питĕ тĕрĕс каларăш. Çапах та хăш- хăш çын инкекре анчах мар, ытти хутран – ситрен килекен кунсенче те çынна ал пама, пулăшма яланах хатĕр. Çак ырă енсем пурăнма вăй – хал параççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Çынлăх туйăмĕ вăйлă аталаннă çынсем пирĕн ялта нумаййăн пулни савăнтарать.
Çĕнĕ çул уявне хаваслăн паллă тунă хыççăн Раштав уявне кĕтрĕмĕр. Анчах та савăнăçпа юнашарах инкек те çÿрет çав. Уяв каçĕсенчен пĕринче ялта хăрушă хыпар сарăлчĕ. Ачаранах тăлăх çитĕннĕ, хĕрĕхрен иртнĕ Дмитриеван килĕ кĕске вăхăтрах çунса кăварланнă. Ял çыннисем кам мĕнле пултарать, çавăн пек пулăшрĕç. Пушар сÿнтерекен машинăсем кайсанах инкекре айккинче тăма пултарайманнисем çунса кăварланнă кил – çурт вырăнне тасатса тирпейлерĕç.
Кÿршĕллĕ Тури Сурăм ялĕнчи Владимир Алексеевăн çемйи пура парса пулăшма килĕшрĕ. (Ял – йыш вĕсене куншăн чунтан тав тăвать). Тепĕр кунне арçынсем ирех пĕрле пуçтарăнчĕç те пÿрт пурине тиесе килчĕç. Механизаторсене те пысăк тав, вĕсем нимĕнле ĕçрен те айккине пăрăнса юлмаççĕ, кирек хăш вăхăтра та çынсене пулăшма хатĕр.
Мачча – урай валли хăма илмелĕх укçа – тенкĕ ял халăхĕ пуçтарса пачĕ, кантăксем те тупăнчĕç. Пÿрте юмахри пек хăпартса та лартрĕç. Кăрлач сиввисене пăхмасăр çурта пурăнмалли пÿрт сăнĕ кĕртрĕç. «Ял – йыш сурать – кÿлĕ пулать!- тесе ĕлĕкхи ватăсем ахальтен каламан çав. Ěлĕк çынсем йышпа ĕçленĕ, пирĕн мар, кÿршĕн тесе тăман. Çавăнпа ĕç ăнса пынă.
Хĕл сиввине пăхмасăр пулăшакансене ятранах каласа хăварас килет. Юрий Игнатьев тата Владимир Тимофеев механизаторсем, Владимир Емельянов, Алексей Степанов, Сергей Филиппов, Рудольф Никитин, Владимир Иванов, Владимир Антонов, Олег Петров, Александр Игнатьев, Михаил Сергеев, Леонтий Иванов, Евгений Спиридонов, Вадим Фадеев. Вĕсем çине тăрсах эрне хушшинче пÿрт туса пĕтерчĕç.
Александр Евстафьев, Николай Михайлов, Александр Ипатьев та пушă вăхăт тупса пулăшма тăрăшрĕç. Светлана Емельянова, Валентина Семенова, Ирина Степанова, Надежда Евстафьева, Людмила Сорокина вĕри апат пĕçерсе тăчĕç.
Ял халăхĕ пĕр йыш пек пулса инкек тÿснĕ çынна пĕччен тăратса хăвармарĕ, пултарнă таран пулăшрĕ. Малашне сĕтел – пукан, савăт – сапа, ытти хатĕр – хĕтĕр парса пулăшакансем те тупăнасса шанатпăр. Пирĕн тăрăхри ялсенче çакнашкал ырă, çыннăн нушине ăнланакан çынсем пурришĕн эпир савăнатпăр.
Валентина Семеновăн çемйи йывăр вăхăтра пулăшакансене чун – чĕререн тав тунине пĕлтерет.
Людмила Филиппова.
Шуркасси ялĕ.