Экологи субботникĕ йĕркеленĕ (Канаш ен от 28 октября № 79)
Экологи субботникĕ йĕркеленĕ
Ял тăрăхĕсен территорийĕсене тасалăхра тытса тăрас тĕллевпе темле тăрăшсан та çÿп-çап тухса пăрахакансем тупăнсах тăраççĕ. Çынсем тахăш самантра тип-терлĕ çырма-çатраран свалка туса хураççĕ, вăхăтра тивеĕçлĕ мерăсем йышăнмасан вара çÿп-çап купи ÿссе хушăнсах пырать. Нумаях пулмасть çакăн пек свалкăна тĕп тăвас тĕллевпе Уçырма ял тăрăхĕн администрацийĕнче тата вырăнти культура çуртĕнче тăрăшакансем экологи субботникне тухнă.
Вĕсем Овражная урам çумĕнчи кÿлĕ çывăхĕнче хастар ĕçленĕ, кĕске вăхăтра 10 михĕ çÿп-çап тултарнă. Полиэтилен михĕсене кĕçех. Тăвайĕнчи свалкăна ăсатĕç. Хисеплĕ ял халăхĕ, çÿп-çап ăçта кирлĕ унта пăрахса çут çанталăка ан варалăр. Таса экологи-пирĕн тата ачасен малашлăхĕ. Çакна яланах асра тытăр.