Театр драматургсăр пурăнаймасть, халăх – театрсăр
Литература музейĕнче Николай Терентьевăн асăну каçĕ иртрĕ.
Чăваш халăх писателĕн Николай Терентьевăн 1977 çулта çырнă «Çынпа çын пĕр мар…» ятлă пьеса пур. Николай Терентьевич хайлавĕнчи шухăша малалла аталантарса çынпа çын кăна мар, вĕсен асăну каçĕсем те пач расна пулаççĕ иккен тесе пĕтĕмлетес килет. Паллă драматург çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă уяв К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртекен ытти тĕлпулусенчен пач урăхла пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре – ши – калама та пĕлмелле мар, анчах та вăл 2 сехете яхăн пычĕ пулин те, питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Те çыравçă хăй çав тери «кĕтсе ывăннă» 90 çуллăхне музейра уявласса: вăл çут тĕнчене килнĕ кун унăн асăну каçĕ иртнĕ пек кĕркунне юпа уйăхĕн 13 – мĕшĕнче мар – çке – çуркунне, ака уйăхĕн 17 – мĕшĕнче… Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикинчи Прфессионал писательсен союзĕн ертуçи Сергей Павлов Николай Терентьев каçне вăхăтра ирттерменнишĕн каçару ыйтса пурин умĕнче те: «Эпир айăплă, эпир çылăхлă», - терĕ…
Ырă ĕç тума, ырă сăмах калама, тĕрĕссипе, нихăçан та кая мар. Пархатарлă пулăм – яланах вăхăтлă, яланах вырăнлă. Шăпах çак тивлетлĕхпе палăрчĕç ĕнтĕ литература каçĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина Николай Терентьев çинчен аса илни, Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров тата драматургăн çывăх тăванĕ Полина Константинова юрă шăрантарни, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕсен артисчĕсем «Ыйхă çухатнисем», «Çĕпĕр дивизийĕ» спектакльсенчи сыпăксене выляни.
Драматург мăшăрĕ Мария Ивановна каланă сăмах вара кашнин чĕри патнех çитрĕ – тĕр. «Çыннăн чăн – чăн пĕлтерĕшне унпа ĕмĕрлĕхе уйрăлсан кăна ăнланса илетпĕр, - терĕ вăл.- Пьесисене, алçырăвĕсене тепĕр хут вуласа унăн тĕлĕнмелле таланчĕпе киленетĕп. Вăл хăй – пăр çапса тухнă çеçпĕл. Эп ун çумĕнче пĕчĕк çеç лĕпĕш пек пулнă, ытларах халăхшăн, театршăн пурăннă Николай Терентьев. Мĕн чухлĕ йывăрлăх витĕр тухма тивнĕ унăн, хăй калас тенине калайман – цензура чарнă. Юлашки кунчченех кĕрешрĕ: мĕнле йывăр пулсан та, темĕнле хытă ыратсан та - упкев сăмахĕ каламан. Манăн пĕртен – пĕр юрату пулнă вăл, унпа паллашиччен эпĕ каччă çумне те ларса курман… Чăваш халăх юррисене, Светлана Асаматăнне тата Юрий Кудаков кĕвĕленисене юрататчĕ». Николай Терентьевăн «Çырнисен пуххин» 2 – мĕш томĕ Чăваш кĕнеке издательствинче халĕ те пичетленсе тухайманнишĕн чунтан пăшăрханса калаçрĕ Мария Ивановна, çак ĕмĕт хăçан та пулсан пурнăçланасса кĕтнине пĕлтерчĕ.
Уява Николай Терентьев хăй те «килчĕ» теме пулать. Унăн ывăлĕ – Алексей Николаевич – ашшĕнчен 75 çулхи юбилейĕ тĕлне илнĕ интервьюна тепĕр хут çыртарттарса илсе килнĕ. Музея пухăннă халăх Николай Терентьевич калаçнине шыв сыпнă пек итлесе ларчĕ. Паянхи кунпа çыхăннă çивĕч ыйтусенех хускатать ăста çыравçă. Ун сăмахĕсем халĕ те пурне те асăрхаттарса каланă пекех янăраççĕ: «Театр драматургсăр пурăнаймасть, халăх – театрсăр…»
Римма Прокопьева