Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

16.05 Украинари чаваш элчи

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çеçпĕлти тĕслĕх библиотекинче «Чăвашсен элчи» ятпа информации сехечĕ иртрĕ. Çак мероприятине Петр Николаевич Чичканов 85 çул тултарнине халлаланă. Вăл Канаш районĕнчи Яманкасси  ялĕнче çуралса ỳснине, ĕмĕр тăршшĕпех хамăр районăн мухтавлă çыннин, чăваш совет поэзине никĕсленĕ Çеçпĕл Мишин кĕске пурнăçĕпе вилĕмсĕр пултарулăхне тĕпчес тĕлĕшпе ĕçленине, поэт çинчен статьясемпе очерксем çырнине, ỳкерчĕксем ỳкернине тата нумай ытти япала çинчен пĕлчĕç Çеçпĕлти вăтам шкулăн çуллахи лагерĕнче канакан ачасем.



17 июля 2007
00:00
Поделиться