Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

12:33 "Таван самах - пин-пин ахах"

Чăваш чĕлхин кунне «Тăван сăмах – пин-пин ахах» ятпа уявларĕç Матьшỳ ял библиотекинче. Ăна ертсе пыраканĕ Матьшỳ ялĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Давыдова Л.Р. пулчĕ. Чăваш литература чĕлхине тата халăха çутта кăлараканăмăра И.Я.Яковлева халлаласа библиотекăра «Халăхăн улăпла паттăрĕ» ятпа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Вулавçăсем нумай кĕнекепе тата хаçат-журнал статьисемпе паллашрĕç. «Пĕлетĕр-и эсир» викторинăра 4-мĕш класра вĕренекен ачасем Васильева Света, Дмитриев Женя, Константинов Коля нумай балл пухса пĕчĕк парнесене тивĕçлĕ пулчĕç.



26 апреля 2007
00:00
Поделиться