Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Поздравление главы Канашского района с Днем чувашского языка

Хаклă ентешěмěрсем!

Сире Чăваш чěлхин кунě ячěпе саламлатăп!

Кашни çулах ака уйăхěн 25–мěшěнче эпир чăваш литература  чěлхине, Чăваш Ен культурине йěркелес енěпе калама çук пысăк ěç тунă педагогăмăр тата халăха çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлевăн çуралнă кунĕпе тěл килекен чаплă уява - Чăваш чěлхин кунне паллă тăватпăр.

Паян чăваш чěлхин обществăри пěлтерěшě палăрмаллах çирěпленчě. Кашни чăвашăн тивěçě – хамăрăн пархатарлă, янăравлă тата çепěç чěлхемěр тасалăхěшěн кěрешесси, калаçу тата хутшăну культурине ÿстересси. Тăван чěлхе пире, пěр наци çыннисене, аслă тата туслă йыша пěрлештерекен хатěр.

Сире çирěп сывлăх, телей тата юрату, Чăваш Ен ырлăхěшěн тăрăшса ěçлеме ăнăçу сунатăп! 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 апреля 2006
00:00
Поделиться