Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ял уявĕ ВАТТИ-ВĔТТИ ХИСЕПРЕ

Уй-уй урлă ял курнать,

Манăн ялăм курăнмасть...

Чăваш халăх авалхи юрринчи çак йĕркесем аса килчĕç. Аякранах курăнать-ха ман савнă ялăм - Анат Сурăм. Пурăнать кăна мар, куллен вăй илсе, çĕнелсе пырать.

Ял уявĕ ватти-вĕттине пĕр ушкăна тухать, вĕсене пĕр-пĕринпе хутшăнма май туса парать. Уявра çитмĕл урлă каçнă П.Михайлов халăх юррисене епле ăста шăрантарчĕ. Çамрăксен вара аслă ăру çыннисенчен ыррине вĕренмелли темĕн чухлех.

Савăк мар-и хамăр ялсем пултаруллă пулни; Ял уявне пĕлтĕр пуçласа ирттертĕмĕр. Ун чухне вăл чăнахах та пуласса нумайăшĕ шанманччĕ. 17 çул ытла «Правда» колхоз председателĕ пулнă Г.Степанов ĕç ветеранĕ, Кăшнаруй шкулĕн директорĕ Г.Федорова, унăн мăшăрĕ Н.И.Федоров, И.Смирнов тăрăшнипе ял кунне паллă турăмăр. Уяв юрă-ташăпа уçăлчĕ. Тавра пĕлÿçĕсем Анат Сурăм ялне Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчен куçса килнĕ çынсем никĕсленине çирĕплетеççĕ. Ял ÿссех пынă. Паян ялта 155 хуçалăх, вĕсенче 300 ытла çын пурăнать.

Анат Сурăмри чи хисеплĕ ватă Лидия Кирилловна Кириллова 91 çулта. Унăн ывăлĕ - пирĕн ялăн мăнаçĕ - Николай Михайлович Михайлов генерал-майор. Эпир унпа мухтанатпăр, сума сăватпăр.

Чи çамрăкки вара - Диана Тетерина. Вăл 3 уйăхра çеç-ха. Ял уявне паллă тунă кун В.Смирнов хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Çак виçĕ çын - асли, вăталăххи тата кĕçĕнни - парнене тивĕçрĕç.

Арçынсем çеç мар хĕрарăмсем те футболла выляса, канат туртса вăй виçрĕç. Техĕмлĕ шÿрпе пурне те уяв сĕтелĕ хушшинче йыхăрчĕ. Ăна пĕçерессине А.Павлов йĕркеленĕ. Пурте кăмăл туличчен савăнчĕç, канчĕç уявра.

Канăва çапла илемлĕ те усăллă йĕркелеме укçа-тенкĕпе пулăшнă А.Смирнова, В.Сорминские, А.Смирнова, Н.Михайлова, А.Павлова, Г.Дмитриева, А.Петрова пысăк тав. Уяв асате-асаннесен йăлине сума суса вăйă картипе вĕçленчĕ.



22 августа 2005
00:00
Поделиться