Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Владимир Путин Николай Федоров кандидатурине Чăваш Ен парламентне сĕннĕ

Раççей Президенчĕ В.Путин Николай Федорова Чăваш Ен Президенчĕ пулма уйăрса лартасси çинчен йышăну тунă, пĕлтернĕ ИА REGNUM корреспондентне республикăри пĕр çăл куç. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Владимир Путин ун пирки Чăваш Ен Патшалăх Канашне представлени тăратнă. Парламент Раççей Президенчĕн сĕнĕвне йышăнсан Н.Федоров Чăваш Ене тăваттăмĕш срок ертсе пыма пуçлать.

Аналитиксем палăртнă тăрăх, çакнашкал йышăнăва Владимир Путинпа Николай Федоров çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче тĕл пулнă вăхăтра тунă пулмалла. Сăмах май, çак тĕл пулу Валерий Шанцевăн инаугурацийĕ кунĕнче иртнĕ, çавăнпа Чăваш Ен пуçлăхĕ уявра хăй пулмалла, Чулхула облаçĕн çĕнĕ кĕпĕрнаттăрне саламлайман. Аса илтеретпĕр, Владимир Путин федераци округĕсем йĕркелес тата субъектсен пуçлăхĕсене уйăрса лартас енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕртсен, Чăваш Ен пуçлăхĕ çак реформăсене тарăннăн тишкерсе, виçсе хаклакан критиксен йышĕнче пулнă. Çапла вара, В.Путин хăйĕн йышăнăвĕпе Раççейĕн политика элитине çакна систернĕ: политикăра урăхларах шухăшланине вăл хисеплет, патшалăх тытăмĕн принциплă ыйтăвĕсем тăрăх тата Раççей экономика аталанăвĕн çулĕсем тĕлĕшпе хăй шухăшĕпе пурăнакан, кулленхи пурнăçра ертÿçĕ, тĕплĕ хуçа пулнине кăтартса паракан лидерсен конструктивлă критикипе усă курать.

Çакна та аса илтеретпĕр, Владимир Путинпа Николай Федоров юлашки хут тĕл пулнă чухне тепĕр хут палăртнă: Чăваш Енри пур отрасль те пĕр тикĕс аталанса пырать. Çакă Министрсен Кабинетне социаллă политикăна çирĕп тытса пыма май парать. Вĕрентÿри, сывлăх сыхлавĕнчи, социаллă сферăри пысăк проектсем Раççейĕн мĕн пур регионĕнче усă курма юрăхлине çирĕплетеççĕ. 2004 çулта республикăра промышленность производстви - 11,3 процент, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси 16 процент ÿснĕ, агропромышленность комплексне патшалăх чылай нумайрах пулăшнă, мĕн пур района газ кĕртнĕ, паян шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ.

Чăваш Ен Раççейре лайăх аталанакан регион пулнине хăй рейтингне темиçе картлашка хăпартни те çирĕплетет. Кĕске вăхăтлăх рейтингра республика паян Мускавпа тата Санкт-Петербургпа юнашар, нумай вăхăтлăх рейтингра - регион-донарпа, Челябинск облаçĕпе. Çавна май Европăри реконструкципе Аталану Банкĕн эксперчĕсем тупăш хăвăрт ÿснине, социаллă пурнăçпа экономикăра реформăсем лайăх пурнăçланса пынине пĕрре кăна мар палăртнă. Раççей правительстви республикăна кулленхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх туллин шанать. Чăваш Ен хаклă йышши хутсен Раççейри рынокне пĕр çул кăна мар хутшăнать.

Нумай аналитик шучĕпе, Николай Федоров Чăваш Ен Президенчĕ пулса ăнăçусем тунине çак факт та çирĕплетет - вăл ĕçленĕ çулсенче, демографи тĕлĕшĕнчен илсен Раççейшĕн кризислă условисенче, тин çуралнă ачасем, ача амăшĕсем вилесси Чăваш Ен историйĕнче пуçласа нумай чакнă, Европа шайне çывхарнă, республикăри ялсенче пурăнакансен хушшинче вилекенсен хисепĕ те чакнă, Чăваш Ен тĕп хулинче пуçласа çуралакан ачасен йышĕ вилекенсенчен нумайрах пулнă.

Çапла вара, енчен те парламент Раççей Президенчĕн сĕнĕвне йышăнсан, ку тĕлĕшпе аналитиксен нимĕнле иккĕленÿ те çук, Николай Федоров Чăваш Енре тăваттăмĕш срок ĕçлеме пуçлĕ, кунта пурăнакансен вара региона аталантармашкăн тăрăшса ĕçлеме çирĕп тăнăçлăх пулĕ.



22 августа 2005
00:00
Поделиться