Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Районти физкультурниксен кунĕнчен «СПОРТ СУКМАКĔ ÇИНЕ ТĂНИ ХĂЕХ ÇĔНТЕРŸ»

Спортпа туслисем Физкультурниксен кунне уявлама халиччен Шăхасан хыçĕнчи анлă ешĕл çарана пухăнаканччĕ, халĕ вара, Асхва ялĕ çумĕнче стадион хута кайнă хыççăн, иккĕмĕш çул кунта ял администрацийĕсем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе ăмăртусем иртеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркеленĕ районти IV ялти спорт вăййисенче яланхиллех кĕрешÿ хĕрÿ, спортсменсен тупăшăвĕсене курма килнисем йышлăн пулчĕç.

Вĕсене пурне те район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Антонов уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, командăсене ăмăртусенче çĕнтерÿ сунчĕ. Вăл спортпа туслашакансен йышĕ çулсерен ÿссе пынине палăртрĕ, çавăнпа çитĕнÿсем те курăмлă. Акă, кăçал Шăхасан хĕрĕ Алина Анисимова Албанире çамрăксем хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Канашсем ятлă-сумлă ентшĕсене манмаççĕ: ЧР физкультурăпа спорт министрĕн В.Красновăн (хăвăрт утассипе), районти спорт шкулĕн пĕрремĕш директорĕн Г.Смирновăн (ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе), Атлантăри тата Афинăри Олимп вăййисене хутшăннă Л.Петрован (кросс чупассипе), район администрацийĕн пуçлăхĕн С.Антоновăн (кире пуканĕ йăтассипе) парнисене тивĕçессишĕн çулсерен турнирсем иртеççĕ, вĕсенче ăмăртакансем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшаççĕ.

Ăмăртусене хастар хутшăннăшăн - спортсменсене, çамрăксене физкультурăпа спорта ытларах явăçтарассишĕн, вĕсен ăсталăхне ÿстерессишĕн ÿсĕмлĕ ĕçленĕшĕн - тренер-преподавательсене, тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеме спонсор пулăшăвĕ кÿнĕшĕн - предприятисен ертÿçисене С.Антонов райадминистрацин Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Çак хисепе тивĕçнисен йышнче: Чакаç вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Л.Атласкин, районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ И.Сергеева, Аслă Мами тĕп шкулĕнче ĕçлекен И.Алексеева, районти спорт шкулĕн тата «Космонавт» лагерь директорĕ В.Никитин, районти çыхăнупа эксплуатаци уйрăмĕн ертÿçи Л.Казанцева, Чакаç вăтам шкул директорĕ Е.Миронов, «Канашский» чăх-чĕп ăрат завочĕн пуçлăхĕ И.Суранов, Киров ячĕллĕ, «Канаш», «Урюм», «Агат» хуçалăхсен председателĕсем Н.Андреев, В.Долгов, Ю.Антонов, Н.Ильин...

Уяв хăнасемпе илемлĕ те хаваслă. Сумлă хăнасем йышлă пулчĕç çав кун: спорт министрĕ В.Краснов, ЧР Президент Администрацийĕн Ертÿçин çумĕ, республикăри лаша спорчĕн федерацийĕн председателĕ В.Максимов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Тутарстанри Теччĕ район администрацийĕн аппарат ертÿçи В.Татаркин, Канаш хула администраци пуçлăхĕн çумĕ В.Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Ямалиев, В.Трофимов, В.Долгов... Вĕсем ăмăртакансене çитĕнÿ тума хавхалантарчĕç. «Эсир паян уява килсе спорт сукмакĕ çине тăни хăех çĕнтерÿ», - терĕ вĕсене ăнăçу сунса тĕнче класлă спорт мастерĕ В.Трофимов.

Ăмăртусем вара пĕр вăхăтрах хĕрсе пычĕç: пĕрисем чупу çулĕпе çил пек ыткăнчĕç, теприсем кире пуканĕ йăтса вăй виçрĕç, виççĕмĕшсем тĕл перессипе тупăшрĕç, футбол, волейбол площадкисенче мечĕк унталла та кунталла вирхĕнчĕ. Ипподромра йăрă урхамахсем хăйсен хитре чупăвĕпе куракансене тыткăнларĕç. Ăмăртусен кăтартăвĕсемпе эпир вулакансене хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕн паллаштарăпăр.



22 августа 2005
00:00
Поделиться