Пирĕн ентешсем – ăсчахсем ДОЦЕНТ, КАФЕДРА ПУÇЛĂХĔ
Пирĕн районта кун çути курнă ăсчахсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче вăй хураççĕ. Вĕсем хушшинче техника наукисен докторĕсем те çук мар. Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан В.Н.Николаев (Шăхасан), И.Е.Илларионов (Кармами выççăлкки) академиксен ĕçĕсене чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. Орелти патшалăх техника университечĕн кафедра пуçлăхĕ техника наукисен докторĕ С.В.Сергеев (Атнаш) профессор Раççейри архитектурăпа строительство наукисен Академийĕн советникĕ те.
Пĕлтĕр техника наукисен докторĕсен йышĕ татах та хутшăнчĕ: Юмансарта çуралса ÿснĕ Юрий Федорович Казаков Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ученăйсен советĕнче диссертацие ăнăçлă хÿтĕлерĕ.
Пулас ăсчах 1954 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Юмансарти пуçламăш, Карăклăри 8 çул вĕренмелли, Шаккăлти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă та тÿрех Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне кайса кĕнĕ (халĕ инженерсен факультечĕ). Пилĕк çул хăвăрт иртсе каять. 1976 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче Ю.Казаков Крупская ячĕллĕ хуçалăхра хăрушсăрлăх техники енĕпе инженерта ĕçлеме тытăнать. Анчах нумай ĕçлеме май килмест, ăна Совет çарне хĕсмете илеççĕ.
1977-1981 çулсенче вăл хăй вĕреннĕ институтра ĕçлет, малтанах тракторсемпе автомобильсен кафедрин лаборанчĕ, унтан - ассистент. 1981 çулта Саратоври М.И.Калинин ячĕллĕ ял хуçалăх механизаци институчĕн аспирантурине вĕренме кĕрет, çине тăрса наукăна «шĕкĕлчеме» тытăнать. Техника наукисен кандидачĕ В.И.Медведев ертсе пынипе малтанхи тĕпчевсене тăвать. 1981-1983 çулсенче «Бороздообразующий диск для образования борозды в дернине», «Сельскохозяйственный агрегат для работы на склонах», «Устройство для кротования почвы», «Орудие для противоэрозионной обработки почвы на склонах» ĕçсемшĕн СССР автор свидетельствине илме тивĕç пулать.
1984 çулхи апрельте аспирантура хыççăн Ю.Казаков Шупашкара килет те ял хуçалăх институчĕн машинăсен конструкци материалĕсен тата деталĕсен технологийĕн кафедринче ассистент, унтан производство вĕрентĕвĕн кафедрин ассистенчĕ, хыççăн куçăмсăр майпа вĕренекенсен факультечĕн декан заместителĕ.
1985 çулта кандидат диссертацине хÿтелет те техника наукисен кандидачĕн наука степеньне илет.
1986-1988 çулсенче Ю.Казаков институтри трактористсемпе автомобильсен кафедрин ассистенчĕ, аслă преподавателĕ. 1993 çулхи августранпа вăл çак кафедрăн доценчĕ.
Пирĕн ентеш нумай çулсем хушши ĕнтĕ студентсене вĕрентнĕ хушăрах наукăна тĕпчет, статья хыççăн статья кăларать, кĕнекесемпе брошюрăсем пичетлет. Вăл 60 ытла наука ĕçĕн авторĕ.
Ю.Казаковăн ĕçĕсем Шупашкар, Хусан, Чулхула, Мелитополь, Красноярск, Киров, Ижевск тата ытти хуласенчи тĕрлĕ сборниксенче пичетленнĕ.
2004 çулта пирĕн ентеш хăй вĕреннĕ институтра техника наукисен докторĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ наука тата техника ĕçченĕ В.И.Медведев профессор ертсе пынипе «Обоснование типоразмерного ряда ротациональных почвообрабатывающих рабочих органов на базе дернинного бороздовскрывателя с эллиптическими лопостями» темăпа диссертаци хÿтĕленĕ, ăна техника наукисен докторĕн наука степеньне пама йышăннă.
Диссертант çак темăпа 36 ĕç пичетленĕ, 7 автор свидетельстви тата патент илнĕ. Ю.Казаков Новосибирск, Минск, Хусан, Мелитополь, Саранск тата ытти нумай хуласенче пулса иртнĕ тĕрлĕрен наука конференцийĕсенче интереслĕ докладсем тунă. Ултă пайран тăракан диссертаци ĕçĕнче темăна тĕплĕн уçса пани çинчен официаллă оппонентсем техника наукисен докторĕ А.Д.Кормщиков профессор пысăка хурса хакланă.
Пирĕн ентеш вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе те нумай тăрăшать.
2004 çулхи августранпа Ю.Казаков автомобильсемпе тракторсен кафедрин заведующийĕн ĕçĕсене туса пырать. Нумай çул хушши автотранспорт предприятийĕсен ертÿçисен, специалисчĕсен квалификацине ÿстерекен курссене те ертсе пырать. Иртнĕ çул 50 тултарнă вăй питти ăсчах тата педагог пысăк хавхаланупа, ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлет, тăрăшать, малашне те çаплах пултăр, ырлăх-сывлăх ăна, ăнăçу та телей.