Министерствăсен кунĕнче ХАЛĂХПА - КУÇА-КУÇĂН
Казначействăн республикăри Управленийĕн ертÿçин çумĕ С.Кудряшов тата районти финанс пайĕн ертÿçи А.Поляков Çĕнĕ Шелттемре пулчĕç. Вĕсем йĕтем çинче хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç, ял халăхне районăн ултă уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Информаци ушкăнĕ çавăн пекех нумаях пулмасть хута кайнă тĕслĕх библиотекăра та пулчĕ (ÿкерчĕкре).
А.Поляков районти бюджетăн ултă уйăхри кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне район бюджетне тупăшсем енĕпе 97,8 процент пурнăçланă (143565 пин тенкĕ прогноз, 140466 пин тенкĕ пырса кĕнĕ), тăкаксемпе - 118377 пин тенкĕ (79,2 проц.). Промышленность предприятийĕсен продукци калăпăшĕ 7,8 млн. тенкĕпе танлашнă, çакă, хальхи хаксемпе пăхсан, пĕлтĕрхи тапхăрти кăтартăвăн 50,9 проценчĕ чухлĕ пулать. Пĕчĕк предпринимательлĕх предприятийĕсем 35 млн. тенкĕлĕх продукци кăларнă тата пулăшу ĕçĕсем тунă. Ултă уйăхра районта ĕçлекен 73 пĕчĕк предприяти шутланса тăнă, çак сферăра 1434 çын ĕçленĕ. Вĕсенчен 641-ĕшĕ - уйрăм предпринимательсем.
Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне газ кĕртме палăртнă 99 ялтан 91-ĕшне «сенкер çулăм» илсе çитернĕ,
«Çамрăк çемье» программăпа 775,1 пин тенкĕпе (лимит - 3232 пин тенкĕ), ипотека кредичĕпе 3943 пин тенкĕпе (лимит - 4839 пин тенкĕ), ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕн программипе 1450 пин тенкĕпе (лимит - 1450 пин тенкĕ) усă курнă. Ялсене газификацилеме 29410,5 пин тенкĕ хута янă.
С.Кудряшов килес çултан кашни ял администрацийĕн хăйĕн уйрăм бюджет пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Налуксем тÿленĕ майăн çак ятарлă счет çине укçа куçса пырĕ. Пĕчĕк бюджетри укçапа ăçта усă курассине вырăнти пуçлăхсем хăйсем пăхса тухĕç. Кĕçех вара суйлав, çавăнпа та хăйĕн ĕçне сăмахпа çеç мар, пур енлĕ кăтартма пултаракан пуçаруллă ертÿçĕшĕн сасăлама тăрăшăр», - палăртрĕ Сергей Владимирович.
Тĕл пулура ял ĕçченĕсем усăллă та çĕнĕ хыпарсем чылай пĕлчĕç. Вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене вара информаци ушкăнĕ республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсем урлă татса парĕ.