Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Министерствăсен кунĕнче

Район пуçлăхĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Владимир Степанов «Цивиль» ЯХПК ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Районăн тата республикăн кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхри социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Машинăпа трактор паркĕнче те, йĕтем çинче те тасалăх тÿрех куçа курăнать. Транспорт хатĕрĕсем уçă пĕлĕт айĕнче мар, хăтлă гаражра тăраççĕ. Уйран килекен çĕнĕ тырă та йĕтем варринче выртмасть.

Аслăрах çулхи механизаторсен йышĕнче çамрăксем те пур.

- Хамăр колхоз хамăра валли. Пурте хулана кайса ĕçлейместпĕр ĕнтĕ, ăçта çуралса ÿснĕ, çавăнта тĕпленнĕ. Колхозра ĕçлесех ватăлатпăр. Çамрăксем халĕ шкул пĕтереççĕ те вузсене кĕме тăрăшаççĕ. Вĕренме кĕрейменнисем профтехучилищĕсене каяççĕ. Эпир çамрăксене вĕрентсе пыратпăр. Пирĕн хыççăн та ĕçе тăсакансем пулмаллах, - тет трактористра 38 çул вăй хуракан Валерий Иванов. Бригадирпа склад заведующийĕ те - çамрăксем. Юлашки вăхăтра çынсем хуçалăх ĕçĕсене ытларах хутшăнаççĕ.

«Цивиль» ЯХПК ертÿçи Вениамин Ефимов çирĕп ыйтать. Çав вăхăтрах хавхалантарма та пĕлет. Ĕç укçи пысăках мар пулин те, ăна вăхăтра параççĕ. Çакă ĕçлес туртăма, паллах, ÿстерет ĕнтĕ.

- Йывăрлăхсем нумай, анчах пуçа усмастпăр-ха. Вырма ĕçĕсене вăхăтра ирттерес, лайăх тупăш илес, акмалли-лартмалли анасен лаптăкне ÿстерсе пырас тĕллевпе ĕçлетпĕр, - хăйсен шухăшне палăртрĕç механизаторсем. Кĕрхи культурăсене кăçал «Цивильте» 300 гектар çинче акса хăварма шутлаççĕ. Паянхи куна 170 гектар çĕр хатĕрленĕ. 175 тонна тулă, ыраш (70 т), пăрçа (75 т) пухса илнĕ. Тырă пуссисенче 4 комбайн ĕçлет.

Пайкилт ял администраци территорийĕнчи социаллă пурнăçпа культура учрежденийĕсене юсаса çитерме, хăтлăх кĕртме кирли çинчен кашни планеркăрах калаççĕ. Анчах ку ĕç хальлĕхе вырăнтан хускалаймасть-ха.



22 августа 2005
00:00
Поделиться