Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен «Канашский»...

Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен «Канашский» патшалăх ăрат завочĕн коллективĕ çулсеренех производство калăпăшне ÿстерсе пырать. Предприятире çăмарта тăвакан чăхсене пилĕк хăтлă витере усраççĕ.

Кунне заводра 70 пин таран çăмарта пухăнать. Складра пĕлмен хĕрарăмсем ăна пысăкăшĕпе виçине кура сортлаççĕ. «Вăр-вар аллисем хăнăхса çитнĕ вĕсен, кашни грама сисеççĕ», - тет склад заведующийĕ Валентина Алексеева. Кунта вăл 1977 çултанпа вăй хурать.

Валерий Егоров «КамАЗ» автомашинăпа 1990 çултанпа предприятире ĕçлет. Тăрăшуллă водитель час-часах инçе çула тухать, Мордовирен строительство материалĕсем турттарса килет. Хушнă ĕçе ялан вăхăтра пурнăçлать, нихăçан та ÿркенсе тăмасть. Валерий Николаевич, çавăнпа ĕçтешĕсем хисеплеççĕ ăна.



22 августа 2005
00:00
Поделиться