Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ЫРĂ ЧĔРЕЛЛĔ ФЕЛЬДШЕР

Людмила Осипова Канашри медицина училищинчен 1981 çулта вĕренсе тухнă. Унтанпа Сухайкассинчи сиплев çурчĕн заведующийĕнче тăрăшать.

Александр Егоровичпа Людмила Болеславовна Осиповсен çемйинче икĕ ача çитĕннĕ. Евгений И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Татьяна харăсах икĕ профессие алла илме хатĕрленет. Канашри медицина училищинче, амăшĕ пек фельдшер пулма вĕренет, çав вăхăтрах куçăм мар меслетпе университетри экономика факультетĕнче пĕлÿ пухать.

Ырă чĕреллĕ фельдшер чирлĕ çынсене ялан тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшать. Сухайкасси ял администрацийĕн ĕçĕсене активлă хутшăнать. Баян каласа юрлама та питĕ ăста. Вăл районти фельдшерсен кунĕнче пухăннисене хăйĕн ăсталăхĕпе туллин паллаштарчĕ, пĕрин хыççăн тепĕр юрă-кĕвĕ шăратрĕ.



22 августа 2005
00:00
Поделиться