Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ÇЕÇПĔЛ МИШШИН АМĂШĔН ПИЛĔПЕ

Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан Ольга Захаровнăпа Михаил Семенович Семеновсем çак кунсенче çемье çавăрнăранпа 65 çул çитнине паллă турĕç.

Тимĕр туй ячĕпе телейлĕ мăшăра 7 ачи, йышлă мăнукĕ, мăнукĕсен ачисем, тăванĕсем ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Вĕсем Канаш тăрăхĕнчи Малтикаспа Шуркассинче çуралса ÿснĕ. Кил хуçи вăрçа кайиччен Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă. 1940 çулта Улькапа пĕрлешнĕ.

- Манăн аттпепе анне ир вилнĕ. Мана пысăк анне ÿстернĕ. Пĕлместĕр-ха вăл камне. Манăн пысăк анне - Çеçпĕл Мишшин амăшĕ - Агафья Николаевна. Сăвăçа çуратнă хĕрарăм пире туйра панă пил сăмахĕсене пурнăç тăршшĕпех чун-чĕрере упрарăм, - тет паян Улька аппа. - Сывă чухне хăйне Йĕпреçе темиçе хутчен те чĕнеччĕ. Шел, килсе кураймарĕ...

Семеновсем çур ĕмĕр каялла Йĕпреç поселокĕнче тĕпленнĕ. Михаил Семенович ăсталанă çуртра паян хăйсен ватлăх кунĕсене ирттереççĕ.



22 августа 2005
00:00
Поделиться