УЯВРА ХАВАСЛĂ ЧĂВАШ
Иртнĕ вырсарникун Канашра пурăнакансем хула 80 çул тултарнине уявларĕç. Маларах микрорайонсенче праçниксем иртнĕ.
- Канаш ялан пуçаруллă ĕçсен авангардĕнче пулнă. Унта тăван хулана чĕререн юратакансем пурăнаççĕ. Вĕсем малашне те çĕнĕ ÿсĕмсемпе савăнтарасса шанатăп, - терĕ уявра хула мэрĕ В.Полукарова.
Хулана никĕсленĕренпе 80 çул ятпа çав кун чылай ĕçчен тĕрлĕ сумлă наградăсене тивĕçрĕ. Хĕрлĕ лапамра савăнăçлă парад пулчĕ, унта Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров та хутшăнчĕ. Вăл хула çыннисене хастар ĕçшĕн тав турĕ, пурне те çирĕп сывлăх сунчĕ. Николай Васильевич хула хăйтытăмлăх пуçлăхне В.Полукарована Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысларĕ, 3-мĕш вăтам шкула 11 комплект çĕнĕ компьютер уйăрса парасси çинчен пĕлтерчĕ.
Канашсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, Раççей халăх артисчĕ, паллă киноактер, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ С.Садальский тата ыттисем саламларĕç.
Тĕп лапамра, хула паркĕн ташă площадкинче, Культура керменĕн çуллахи скверĕнче каç пуличчен юрăсем янăрарĕç, «Дождь» мини-театр клоунĕсем (ÿкерчĕкре), «Синяя птица» ансамбль юрăçисем (вĕсем Мускавран килнĕ) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. «Локомотив» стадионра тата паркри вăйă площадкисенче спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Хаваслă уяв каçхине фейерверкпа вĕçленчĕ.