ТАВРАЛĂХА - ЕШĔЛ СĂН
Чăваш Ен Президенчĕ 2004 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă «Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен» калакан Указа пурнăçа кĕртес тĕллевпе районта 2004-2005 çулсенче ялсене тирпей-илем тата ешĕл сăн кÿрессипе ятарлă программа çирĕплетнĕ. Программа тăрăх Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа ялсенче скверсем, газонсем, аллейăсем, парксем тумалла, вĕсенче чечексем лартса тавралăха илем кÿмелле.
ЧР Строительство министерстви ялсенчи ешĕл тăрăхсене çĕнетме проектсем хатĕрленĕ. Районта 20 скверпа аллея тунă, киввисене пилĕкĕшне çĕнетнĕ. Газонсемпе чечек клумбисем 3033 тăваткал метр йышăнаççĕ, 250 тăваткал метр çине 125 пин йывăç-тĕм лартнă.
Тавралăха тасатса тирпейлеме тата йывăç лартса илем кÿме район бюджетĕнчен 1170 пин тенкĕ куçарнă, çур çулта 714,5 тенкĕпе усă курнă.