«ТĔТТĔМ» ЯМАШ
«Уроксене краççын лампин çуттипе хатĕрленеттĕмĕрччĕ» - терĕ анне, эпĕ кĕнеке вуланине сăнаса. Унтанпа вăхăт та нумай иртнĕ, шыв та чылай юхнă ĕнтĕ. XXI ĕмĕрте космоса çĕнĕ ракетăсем вĕçеççĕ. Çĕр çинче хăватлă техника хатĕрĕсем ăсталаççĕ: тĕрлĕ функциллĕ мобильниксем, кĕсъере вырнаçакан телевизорсем...
Яланхи пекех тус-юлташсемпе уçăлса çÿреме урама тухрăмăр. Сĕм тĕттĕмлĕх куçа пусрĕ. Тĕлĕнмелле, анчах та пирĕн урамри свет юписем çинче çутă çутаймарĕ. Куçа уçайман кушак çÿрисем евĕр аялти урам енне мĕкĕлтетрĕмĕр. «Паянтанпа пирĕн яла «Тĕттĕм» ял тесен те тĕрĕс пулать», - шÿтлерĕ кÿршĕ. Те макăрмалла , те кулмалла вара çак самантсенче.
Екатерина. «Ĕмĕр» çул кăтартса тăнă çутăсем сÿнсе ларни, тĕнче пĕтсе килни пекех туйăнчĕ мана.
Глафира. Яш каччăсем пикесем патне кайнă чух такăнса ÿксен, сăмсине хуçсан, хĕр патне утни те ахалех пулать.
Александр. Хыçалтан пуçран пырса çапсан та сăнне пăхса юлаймăн...
Сергей. Урамра куçа хупнă пекех сĕм тĕттĕм. Тăр пылчăк пулса пĕтрĕм. Хăнана кĕме те намăс.
Алексей. Тĕттĕмре çÿреме питĕ хăратăп. Пĕр-пĕр шуйттан сиксе тухассăнах туйăнать.
Андрей. Çумăрсем хыççăн каçа юлсан, велосипедпа ял тăрăх çÿреме те чĕр нуша. Кашни шыв кÿлленчĕкне кăна мар, кашни юпана та шутласа тухăн.
Мĕн патне пырса çитĕпĕр-ши; Ăçта кайса кĕмелле-ши ялти çыннăн; Тĕп хуласенче кунĕн-çĕрĕн тĕрлĕрен реклама пичĕсем, кашни утăмран тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем çунаççĕ, куçа илĕртеççĕ, пăхса савăнаймăн.
Ялсенче вара мĕскĕн юпасем çинчи юлашки çутă та сÿнет...