Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ: ÇУР ÇУЛ КĂТАРТĂВĔСЕМ

Пирĕн районта халăх сывлăхне Шăхасанти тĕп больницăн, Сиккассинчи участок больницин, Ямашри, Вăтапуçĕнчи, Вăтакас Кипечри, Анат Сурăмри, Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен, 58 фельдшерпа акушер пункчĕсен - пĕтĕмпе 732 медицина ĕçченĕ - пăхса-сиплесе тăрать. Çак учрежденисенче тĕрлĕ специальность илнĕ 63 врач, вăтам пĕлÿ илнĕ 354 медик ĕçлет. Вунă пин çынран пăхсан халăха 15 врач, 84,3 медперсонал тивет.

Пĕрремĕш çур çулта сиплев учрежденийĕсенче 281 койка пулнă, çав шутран районти тĕп больницăра - 257, вĕсенчен 20-ĕшĕ стационарта кăнтăрла выртмалли койкăсем. Ямашри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче кăнтăрла сипленме - 10, Сиккассинче, Татмăшра, Вăтапуçĕнче, Вăтакас Кипечре - 5-шер койка вырнаçтарнă.

Койкăпа талăкĕпех тивĕçтересси 10 пин çын пуçне 59,7 вырăнпа танлашать.

Районта 2 наркоман, 1 токсикоман, ВИЧ-инфекциллĕ 15 çын учетра тăраççĕ.



13 августа 2005
00:00
Поделиться