Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ШУЛТРА ТУХАТЬ ÇĔР УЛМИ

Çурла уйăхĕ типĕ тăрать пулин те çанталăк кĕр енне сулăнни кунран-кун сисĕнет. Каçсем те тинех унчченхи пек ăшах мар ĕнтĕ, кун тăршшĕ те палăрмаллах кĕскелчĕ. Çак вăхăта ял ĕçченĕсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетмелли тапхăр тени тĕрĕсех пулĕ. Ара, çĕр ĕçченĕсем çанталăк кĕр енне сулăнсассăн çу каçипе çитĕнтернĕ çимĕçсене çухатусăр пуçтарса кĕртессишĕн тимлеççĕ-çке. Инçете тăсăлакан сарă тырă пуссине комбайнсем районти кашни хуçалăхрах тухнă ĕнтĕ. Ку çеç-и тата; - çав вăхăтрах пусăсенче çĕр улми кăларассипе тимлекенсем те пур. «Иккĕмĕш çăкăра» пухса илессипе халĕ Киров ячĕллĕ ЯХПКра уйрăмах хастар ĕçлеççĕ.

Хуçалăхра çак культурăна кăçал 70 гектар çинче çитĕнтернĕ. Паянхи кун тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 8 гектар çинче пуçтарса илнĕ те ĕнтĕ. Тÿрех палăртам, çĕнĕ тухăç питех те ăнса пулнă кунта, копалка хыççăн касăсем шап-шурă ир пулакан çĕр улмипе витĕнсе юлаççĕ, епле шултра тата - кашни гектартан 130 центнер тухать.

Çакă, чи малтанах, кировецсем пахалăхлă вăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Çак тĕллевпе вĕсем Çĕрпÿри сăнав институчĕпе тата Комсомольскинчи çĕр улми вăрлăхĕ ÿстерекен «Слава картофелю» фирмăпа тачă çыхăну тытаççĕ. Çавăнтан кÿрсе килеççĕ те ĕнтĕ элитлă сортсене çĕр ĕçченĕсем. Унтан «Удача», «Жуковский ранний» сортлă çĕр улми илсе килсе çĕнетнĕ.

Анчах та пахалăхлă вăрлăх пысăк тухăç никĕсĕн пĕр енĕ кăна-ха. Ăна лартса хăварнипе кăна, çăвĕпе çак культура пуссинче тимлесе вăй хумасăр, ÿсĕм пулмасть паллах. Хуçалăх тĕп агрономĕ Э.Яковлева пĕлтернĕ тăрăх, çуркунне анасене минераллă удобренисемпе лайăх апатлантарса хăварнă, механизаторсем те çĕр улмине технологие çирĕп пăхăнса лартса хăварнă, касăсене пĕрре кăна мар кăпкалатнă тата нăрăсемпе фитофтороз чирĕ хунавсене сиен кÿресрен им-çампа пĕрĕхтернĕ. Çĕр улмине кăларма вăхăт çитсен авăрсене кирлĕ чухлĕ çулса хунă та халĕ эстафетăна малалла копалка илнĕ. Хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллашма пынă хушăра вăл Атнаш уйĕнче ĕçлетчĕ (ÿкерчĕкре). Трактор рульне Станислав Волков ăста механизатор тытса пырать (ÿкерчĕкре). «Иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса илессипе бригада ĕçченĕсем хастар ĕçлеççĕ (ÿкерчĕкре). Вĕсем хыççăн вара тулли михĕсем речĕ-речĕпе ларса юлаççĕ. Кама çĕр улми кирлĕ вĕсем ăна уйрах туянма пултараççĕ.

Вăрлăхлăх çĕр улмине автомашинăсем çине тиеççĕ те Атнашри çĕр улми упрамалли склада ăсатаççĕ. Складран туянакансем çĕр улмине çăмăллăнах тиесе тухма пултараççĕ. Хĕл каçма хуни тепĕр çулчченех ăнăçлă тата пĕр çухатусăр упранать унта.



13 августа 2005
00:00
Поделиться