Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Николай ФЕДОРОВ, Чăваш Ен Президенчĕ: «ĔÇЛЕКЕНЕ ПУЛĂШМА ТА КĂМĂЛЛĂ»

Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров вырсарникун ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн районта пулчĕ. ЧР физкультурăпа спорт министрĕпе В.Красновпа тата район пуçлăхĕпе С.Антоновпа пĕрле Шăхасанти физкультурăпа сывлăх сиплев комплексĕн стройкинчи ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕ. Объектăн никĕсне туса пĕтернĕ, халĕ «çиелти» ĕçсем пуçланмалла.

- Икĕ çул каялла Мускавра Раççей Президенчĕпе В.Путинпа физкультурăпа спорт комплексĕсем тума кирли çинчен калаçнăччĕ. Çак программа пурнăçа кĕме пуçлани сисĕнет. Эсир, канашсем, ку тĕлĕшпе пĕрремĕшсем пулатăр пулас. Эп пĕлнĕ тăрăх, ытти регионсенче «Раççейри 1000 физкультурăпа сывлăх сиплев комплексĕ» программăпа строительство ĕçĕсене пуçăнайман-ха. Хальхи вăхăтри, Европа шайĕнчи объект пулать кунта. Баскетбол, волейбол, ирĕклĕ мелпе кĕрешмелли, тренажер, ташă, массаж залĕсемсĕр пуçне бассейн та пулать. Район, республика ăмăртăвĕсене кунта ирттерĕпĕр, тен, республикăсем хушшинчи спорт ăмăртăвĕсене те, - терĕ Н.Федоров Президент.

Комплекс çынсене, уйрăмах çамрăксене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшакан çăл куç пуласса палăртрĕ вăл. Хăвăн сывлăхупа ыттисене килĕшме пĕлмелле. Сывă та ăслă çынсем кăна район, республика, çĕршыв экономикине, ял хуçалăхне çĕклеме пултараççĕ. Ĕçлĕр - эпир сире пулăшатпăр, терĕ Николай Васильевич.

Чăваш Ен Правительстви Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн строительствине финанслама республика бюджетĕнчен 50 миллион тенкĕ яхăн уйăрма йышăннă.

Унтан Президент, «çăмăл алăран» тенĕ пек, комплекс стенисене хăпартма пуçламаллине палăртса кирпĕч хучĕ.

Шăхасанти тĕл пулу хыççăн республика тата район ертÿçисем Киров ячĕллĕ ЯХПКри уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕç. Механизаторсемпе тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлĕпе те кăсăкланчĕ Николай Васильевич. Тап-таса та сарă тыр-пул пуссинче тăватă комбайн ĕçлет. Çапса тĕшĕленĕ тырă машинăпа тÿрех йĕтем çине ăсанать. Юрий Тимофеев комбайнерăн тырра çулса паккуссене хывас тата çапса тĕшĕлес енĕпе чи лайăх кăтарту. Н.Федоров ăна хăйĕн алла çыхмалли сехетне парнелерĕ. Çĕр ĕçченĕсене вырмана пысăк кăтартусемпе тата вăхăтра вĕçлеме ăнăçу сунчĕ.



13 августа 2005
00:00
Поделиться